АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

07 декабря 2012 г.

2012 çулхи вун пĕр уйăхра Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче 37 автоавари регистрациленĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 3 тĕслĕх сахалрах. Шел пулин те, инкексенче 8-ăн вилнĕ, 53-ĕн сусăрланнă.

Кăçалхи январь — ноябрь уйăхĕсенче водительсен çул çинчи дисциплинине ÿстерес тесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕмĕр. Акă халĕ те «Вăрман» операци пырать. Çитменлĕхсене тупса палăртас тĕллевпе 12 тĕрĕслев ирттертĕмĕр. Ун хыççăн организацисен, предприятисен ертÿçисем ячĕпе 10 предписани патăмăр. Должноçра тăракансем çине 22 административлă протокол çыртăмăр, явап тыттартăмăр.

2012 çулта ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем ача-пăча сачĕсенче —15, вĕренÿ учрежденийĕсенче — 25 тата автотранспорт хуçалăхĕсенче 23 хутчен пулса калаçусем, лекцисем тата ытти профилактикăлла меро-приятисем ирттерчĕç.

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн уйрăм ĕçченĕсем кăçал 5508 протокол çырнă. Вĕсенчен 291-шне — çуран çÿрекенсем çине. Руле ÿсĕрле тытнăшăн 207 çынна суд тенкелĕ çине лартнă. Хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнманнисем çине 636 протокол çырнă. Штрафсене вăхăтра тÿлеменшĕн 33-ĕн явап тытнă. Çул çинче хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн 1360 водителе айăпланă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика