АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Повар пулма ачаран ĕмĕтленнĕ

08 декабря 2012 г.

Çĕр çинчи чи кирлĕ профессисенчен пĕри вăл — повар. Ара, апат-çимĕçсĕр никам та пурăнаймасть-çке-ха. Тутлă пĕçересси вара кашнинех пулмасть.

«Лайăх повар пулас тесен вĕренни çеç çителĕксĕр, опыт кирлĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах вăхăт плита умĕнче ирттеретĕн, апат-çимĕç çавăн чухлĕ тутлăрах, техĕмлĕрех пулать», — тет «Кĕтне» кафере ĕçлекен Минегель Газаева.

Минегель Минетулловна Кайнлăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл мĕн ачаран повар пулма ĕмĕтленнĕ, пуканесем валли хăйăртан кукăльсем тунă, курăксенчен яшка пĕçернĕ. Плита умĕнче чупкалакан амăшне пĕчĕклех пулăшма тăрăшнă, вăл е ку апата мĕнле пĕçермеллипе кăсăкланнă. Ÿсерехпе те унăн çак туртăм çухалман, çирĕпленсех пынă.

Йăлмахва шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăн лара-тăра пĕлмен хĕр ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Кÿкеçри кулинари училищине çул тытнă. Повар дипломне алла илсен тăван района таврăннă. «Хăвăртрах вĕренсе пĕтерсе ĕçе пикенес, район халăхне тутлă апат-çимĕçпе сăйлас килетчĕ. Çавăнпа та нумай шухăшласа тăмарăм, райпо тытăмĕнче вăй хума пикентĕм», — аса илет çамрăклăхне пуян опытлă повар.

Апат пĕçерме юратакан, кунсерен тĕрлĕ тутлă çимĕç хатĕрлесе савăнтаракан хĕре каччăсем те, паллах, асăрхамасăр иртмен. 1982 çулта вăл Урмаел çамрăкĕпе, Рауил Газаевпа, çемье чăмăртанă. Унтанпа кашни ир вăл Урмаелĕнчен Комсомольскине, чунтан юратнă ĕçне васкать. «Хăш чухне çĕрлене юлса ĕçлемеллисем те пулаççĕ. Юрать, мăшăрăм ăнланать, пур енлĕн пулăшма тăрăшать», — тет Минегель Минетулловна.

39 çул вăй хурать ĕнтĕ М.Газаева райпо тытăмĕнче. Апла пулин те, ĕç ăна пĕрре те йăлăхтарман, пачах урăхла, вăл унта юратса çÿрет. «Питĕ килĕштерсе вăй хуратпăр. Коллектив лайăх пулнипе çыхăннă пуль çакă. Кăçал пенси ÿсĕмне çитрĕм пулин те килте канса ларма шутламастăп, малалла та ĕçлесшĕн-ха», — уçать шухăшне маттур та тăрăшуллă хĕрарăм.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика