08 декабря 2012 г.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли брифинг йĕркеленĕ, следстви уйрăмĕн 9 уйăхри ĕçне пĕ-тĕмлетнĕ.
Следстви уйрăмĕн ĕçченĕ А.Рябов пĕлтернĕ тăрăх, 9 уйăхра тăватă районта коррупципе çыхăннă преступленисем çинчен 78 хутчен пĕлтернĕ. Вĕсенчен 48-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Чи палăракан ĕçсенчен пĕрне Комсомольски район администрацийĕн финанс уйрăмĕн унчченхи начальникне хирĕç пуçарнă. Вăл хăйне квалификаци разрячĕ пани çинчен фиктивлă хушу çырса 2006 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа 2007 çулхи мартчен 8055 тенкĕ илнĕ. Çавăн пекех 2008, 2009, 2011 çулсенче саккуна хирĕç майпа хушу çырса виçĕ хутчен хăйне валли укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илнĕ.
Источник: "Каçал Ен"