08 декабря 2012 г.
Чăваш Ен оперативникĕсем улталаса укçа вăрласа çÿрекен Волгоград çыннине тытса чарнă. Ноябрь уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти шалти ĕçсен пайне 78 çулхи ватă пынă. Вăл каланă тăрăх, ун патне виçĕ кун каялла урамра икĕ çамрăк çын пынă, пулăшу ыйтнă. Вĕсем хăйсем Молдовăран килнĕ предпринимательсем пулнине, тавар тиенĕ автомашини Хусанти таможньăра чарăннине, ăна унтан кăларма укçа кирлине пĕлтернĕ. Анчах ют çĕр-шыв çыннисене вырăнти банксенче укçа куçарса памаççĕ имĕш. Ватă вĕсене пулăшма, хăйĕн перекет кĕнекипе усă курса укçана куçарттарма килĕшнĕ. Çамрăксем пенсионера çăмăл машина çине лартса Шупашкара илсе кайнă, пĕр банка кĕнĕ, теприне, «таможенниксемпе» темиçе те шăнкăравласа калаçнă, тарăхнă, вăрçăннă. Юлашкинчен укçана тенкĕсемпе мар, урăх валютăпа куçарасси çинчен пĕлтернĕ. Хула тăрăх çÿресе ывăннă пенсионер ĕç тухманнине кура вĕсене хăй перекетленĕ укçана (342 пин тенкĕ) пама килĕшнĕ. Лешсем парăма виçĕ кунран процентсемпе тÿлесе татма шантарнă.
Хăйне улталанине ăнлансанах ват çын полици уйрăмне пынă. Темиçе кун хушшинче оперативниксем ултавçăсенчен пĕри кам пулнине тупса палăртнă. Вăл — 32 çулхи Волгоград çынни, чикан. Вунă кун полици ĕçченĕсем çак çынна чикан тапăрĕнчен илсе кайма хăтланнă. Вăл хăйĕн ĕçĕсемпе тапăртан хулана кайма тухсан çеç ăна тытса чарма май килнĕ. Çакăн хыççăнах чикан тапăрĕн хисеплĕ çыннисем делегаципе хăйсен тăванне хăтарма Çĕнĕ Шупашкара çитсе те ларнă. Анчах улталаннă пенсионера унăн укçине тата 20 пин тенкĕ «неустойкăна» тÿлесен те ыйтăва шавсăр татса пама май килмен.
Халĕ 32 çулхи асатте çине (çамрăк пулсан та унăн 4 ачапа икĕ мăнук пур) «Ултав» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Унсăр пуçне Улатăр хулинчи пенсионерка та чиканра хăйне «кÿрентерекене» палласа илнĕ. Вăл ăна 70 пинлĕх «пулăшнă» имĕш. Халĕ çак çын тата ăçта йĕркене пăснине тĕрĕслеççĕ. Енчен те сирĕн çакăн пек информаци пур пулсан, 8(8352) 73-82-25 е 02 телефонпа пĕлтерме ыйтатпăр.
Источник: "Каçал Ен"