08 декабря 2012 г.
Юрий Шеверов Анат Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех вăл техника патне туртăннă.
— Ÿссен тракторист пулатăп. Тăван колхозра юлса ĕçлетĕп, — тенĕ вăл.
Шкулта аслă классенче вĕреннĕ вăхăтрах çуллахи каникулсенче тăван колхоза пулăшнă.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл икĕ çул хĕсметре салтак тивĕçĕсене пурнăçланă. Унтан тăван яла таврăнсан колхозра ĕçлеме пуçланă.
«Çăкăр сĕтел çине мĕнле çитнине уй-хирте ĕçлесен кăна ăнланатăн çав. Çăкăртан асли çук, тесе ахальтен каламаççĕ»,— терĕ Юрий Михайлович.
Вăхăт-вăхăтпа ытти регионсене шапаша та çÿренĕ, анчах та кăмăлĕ ялах, техника патнех, туртнă.
Кăçал ăна «Луч» ЯХПК правленийĕпе профком çĕнĕ МТЗ-1221 маркăллă трактор шанса панă. «Çĕнĕ техника çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшать», — тет механизатор.
— Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Техникăна таса та юсавлă тытать,— теççĕ Ю.Шеверов пирки ĕçтешĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна кăçал Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕнче район администрацийĕ Дипломпа чысларĕ.
Юрий Михайловичăн мăшăрĕ те, Алевтина Валерьевна, нумай çул «Луч» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшать. Туслă мăшăр хĕрпе ывăл çитĕнтерет.
Источник: "Каçал Ен"