08 декабря 2012 г.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Обществăлла палатинче информаци политикин тата журналист этикине пăхăнассин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Çавра сĕтел тавра ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, Обществăлла палата членĕсем, Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн руководителĕ Юрий Романов, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пуçтарăннă.
Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх, министерство тăрăшнипе республикăри исполнительлĕ влаçăн органĕсем кăçал компьютерсене çĕнетме пултараççĕ. Çакăн пек калăпăшлă çĕнетĕве юлашки хут 9 çул каялла ирттернĕ пулнă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре 180 массăллă информаци хатĕрĕ шутланса тăрать. Пичет хатĕрĕсем электронлисенчен 3,5 хут нумайрах (138 тата 39). Республикăра 3 информаци агентстви. Министр район хаçачĕсен тиражĕ çулсерен ÿссе пынине палăртнă. 2012 çулхи пĕтĕмĕшле тираж 85 пин экземплярпа танлашнă (пĕлтĕрхинчен 2,5 процент ытларах).
Сăмах май, мероприятие ахальтен мар Обществăлла палатăн территорийĕнче ирттерме йышăннă. Çак организацин йышĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем те пур. Вĕсем: «Атăл-Волга» издательство çурчĕн директорĕ, тĕп редакторĕ Сергей Павлов тата ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ, РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Иванова. В.Иванова ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин ĕçне пысăка хурса хакланă, ытти ведомствăсене те çавăн пек уçă пулма сĕннĕ.
Пуçтарăннисем журналистсен ĕçĕ профессипе этика нормисем çинче тытăнса тăмаллине палăртнă. Кашни материалшăн автор хăйĕн умĕнче тата общество умĕнче яваплă пулмаллине çирĕплетнĕ.
Источник: "Каçал Ен"