10 апреля 2013 г.
Настьăпа Ангелина Пыркинасем 4-мĕш класра ăс пухаççĕ. Вĕренÿре вĕсем «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраççĕ. Шкулта, районта иртекен тĕрлĕрен конкурссемпе мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Акă, районта пуçламăш классенче вĕренекенсем хушшинче иртекен «Интеллектуальные игры» конкурсра Настьăпа Ангелина çулсерен призерсен шутне кĕреççĕ. Çак вĕренÿ çулĕнче район шайĕнче иртнĕ презентацисен конкурсĕнче те хĕр ачасем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. «Рождественское блюдо» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. В.Н.Ложкова вĕрентекен пулăшнипе Раççей шайĕнче иртекен олимпиадăсене те хутшăнаççĕ Настьăпа Ангелина. «Тăрăшуллă хĕр ачасем», — тет В.Н.Ложкова хăйĕн вĕренекенĕсем пирки.
Г.СИМАКОВА.