10 апреля 2013 г.
Апрелĕн 6-мĕшĕнче Тукай Мишер вăтам шкулĕнче 2000 çулта пушарта пурнăçĕ татăлнă Госман Гумерович Гибатдинова асăнса унăн вĕренекенĕсем, тус-тăванĕсем волейбол турнирĕ йĕркелерĕç. Ăмăрту умĕн пухăннисем умĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн тата Тукай Мишер вăтам шкулĕн директорĕсем Евгений Тихонов, Эмине Багаутдинова, Гали Гибатдинов (Госман Гумеровичăн шăллĕ) ырă ят хăварнă педагога аса илсе ăшă сăмахсем каларĕç. Мероприятие хутшăннă спортсменсене ăнăçу сунчĕç.
Тупăшура волейболистсен 5 команди вăй виçрĕ: Комсомольски, Урмаел тата Тукай Мишер (3).
Хĕрÿ ăмăртура «Токаево — 1» команда (Р.Гараев, И.Гибатдинов, Р.Зайнуллин, Р.Мухаметгалеев, И.Сафиуллин, Р.Фасхутдинов) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшсем — Урмаелсем. «Кĕтне» ФСК команди — виççĕмĕш вырăнта.
«Чи лайăх вылякан» ята И.Гибатдиновпа Р.Зайнуллин тивĕçрĕç. Р.Гареев чи лайăх тренер пулнине палăртрĕç.
Çĕнтерÿçĕсене кубоксемпе, Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç.
«Манăн тетене вĕренекенĕсем, юлташĕсем çавăн пек чыс тунăшăн пурне те тав тăватăп», — терĕ юлашкинчен ăмăртăва йĕркелекенсене тав туса Гали Гибатдинов.
М.ИЛЛАРИОНОВА.