10 апреля 2013 г.
Урмаел вăтам шкулĕнче «Сĕтел çи теннисĕ» кружок ĕçлет. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем çÿреççĕ. Преподавательсен тĕп тĕллевĕ — ачасене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси, тĕллев патне ăнтăлма вĕрентесси. Тăрăшнине кура кружока çÿрекенсен кăтартăвĕсем те аван. Акă, январьте Александровка тĕп шкулĕнче иртнĕ ăмăртура Урмаел вăтам шкулĕн команди 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. 8-мĕш класра ăс пухакан М.Шарафутдинов 1-мĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсем грамотăсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ. Сăмах май, ăмăртăва ирттерме Урмаелĕнче пурăнакан предпринимательсем И.З. Адиевпа М.Г.Камалюков укçа-тенкĕ парса пулăшнă.
Февраль — март уйăхĕсенче вара шкулта вĕренекенсем хушшинчи тупăшăва 41 ача хутшăннă. 1—6-мĕш классем хушшинче И.Фарахиев (6-мĕш «а» класс) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. И.Салахутдиновпа (5-мĕш «а» класс) Р.Ибниаминов (4-мĕш «а» класс) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă. 7—11-мĕш классенче вĕренекенсенчен М.Шарафутдинов (8-мĕш «б» класс) чи ăсти пулнă. М.Шайдуллинпа (11-мĕш класс) Л.Ялюков (9-мĕш «а» класс) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн Д.Г.Тукаева, Р.А.Ахметова, К.А.Ахметова, çавăн пекех теннис сĕтелĕсем туянма укçа-тенкĕ панăшăн З.М.Шакуровпа Р.А.Ахметова тав тăватпăр.
Н.ТУКАЕВ.