АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташă фестивалĕнче

10 апреля 2013 г.

 

Нумаях пулмасть Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕнче «Пляска в радость» фестиваль-конкурс иртнĕ. Ăна ачасен ташлас интересне ÿстерес, çамрăк талантсене тупса палăртас, вĕсене аталанма пулăшас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурсçăсем тĕрлĕ ушкăнсенче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. 3—6 çулхи ачасенчен «Йăвача» ача садне çÿрекенсем ăсталăхпа палăрнă. 7—10 çулхисенчен Хирти Явăш тĕп шкулĕн вĕренекенĕ Д.Тазетдинова, дуэт программинче С.Черновăпа Е.Куракова çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. 11—14 çулхисен ушкăнĕнче стилизаци ташшипе Д.Лукияновăпа Д.Тимаева палăрнă. Халăх ташшипе Н.Николаевăпа Е.Пундякова мала тухнă.

«Пляска в радость» ятпах ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ те иртнĕ. Унта А.Гришина, П.Оленева, Д.Лукиянова, Д.Тимаева çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Фестиваль-конкурс вăхăтĕнче районти информаципе культура центрĕсенче тата шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçлекенсен конференцине те йĕркеленĕ. Ăна ача-пăча искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕн преподавателĕ Т.Е.Иванова ирттернĕ. Унта гимнастикăпа уçă урок панă, пуçтарăннисене ача-пăча логоритмикипе, композици лартмалли йĕркесемпе паллаштарнă, ача-пăча коллективĕсенче халăх ташшисене мĕнле вĕрентмеллине тишкернĕ.

Т.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика