10 апреля 2013 г.
Пирĕн регионта çĕр улми анисене щелкун нăррăн личинкисем — тымар хурчĕсем (проволочник) вăйлă сиен кÿреççĕ. Нăрă хăй сиенсĕр, унăн личинкисем вара пĕрремĕш категориллĕ паразитсен шутне кĕреççĕ.
Тымар хурчĕсем сарă пралукăн татăкĕсене аса илтереççĕ. Çиелтен хытă сийпе витĕннĕрен вĕсене лапчăтма йывăр. Личинка тăваттăмĕш çулхине çеç çи-тĕнсе çитет, нăрра çаврăнать. Нăрăсем апрель вĕçĕнче, тăпра ăшăнса пынă май, çиеле тухаççĕ, хĕвелсĕр, йĕперех вырăнсенче пурăнаççĕ. Вĕсем тăпрара 1—3 сантиметр тарăнă-шĕнче çăмарта хураççĕ. 2—3 эрнерен личинкăсем тухаççĕ. Тепĕр 3—4 çултан вĕсем 10—15 сантиметр тарăнăшĕнче куколкăсене çаврăнаççĕ. 15—20 кунран куколкăсенчен нăрăсем тухаççĕ, вĕсем тăпра ăшĕнчех хĕл каçаççĕ.
Тымар хурчĕсем тĕрлĕ культурăсен акнă вăрлăхне сиенлеççĕ, ÿсен-тăран тымарĕсене, тунисене çиеççĕ. Çакă çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ чухне уйрăмах лайăх курăнать. Личинкăсен чи юратнă апачĕ — шур утин (пырей ползучий) тымарĕсем.
Тымар хурчĕпе хими тата агротехника мелĕсемпе кĕрешеççĕ. Пĕрремĕш мелпе тăпрана личинкăсене вĕлерекен хими препарачĕсем сапаççĕ. Анчах та çакă килти хуçалăхсенче мая килмест: ытла хаклă тата экологи енчен сиенлĕ. Аммониллĕ азот удобренийĕсем сапма е базудин ятлă препаратпа усă курма юрать. Тымар хурчĕ пур участоксене çуркуннепе кĕркунне лайăх сухаламалла. Çапла тусан личинкăсем шăнаççĕ, вĕсен йышĕ чакать. Çавăн пекех участокра çĕр улми аврине, çĕрнĕ курăксене хăвармалла мар.
Ĕлĕкрен тымар хурчĕпе çапла кĕрешнĕ: çур çĕр улмине тăпрана 15 сантиметр тарăнăшне чавса чикнĕ. Хуртсем хăйсен юратнă апатне сиссе унăн ăшне пуçтарăнаççĕ. Икĕ талăкран çĕр улмине çунтарса ямалла, ун вырăнне урăххине хумалла. Ÿсен-тăрансене сухан хуппин шывĕпе шăварни те тухăçа çăлса хăварма пулăшать. Çĕр улми лартнă чухне çĕр айне сухан хуппи хура-хура хăварсан та юрать.
Тымар хурчĕ кишĕре те сиенлет. Çавăнпа кишĕр йăранĕсене те сухан хуппин шывĕпе шăварсан аван. Доломит çăнăхĕпе пурă та сиенçĕпе кĕрешме пулăшаççĕ.
Тымар хурчĕ пăрçа йышши культурăсене юратмасть, мĕн-шĕн тесен вĕсем тăпран йÿçек-лĕхне чакараççĕ. Çавăн пекех çурхи рапспа горчица та хурта пĕтереççĕ. Горчицăна чечеке ларичченех, 20—30 сантиметр таран çитĕнсен, çулмалла, çĕре чавса чикмелле. Çак культурăсем шыв юратаççĕ. Çавăнпа та енчен те сирĕн участок ытла йĕпе пулсан, çак ÿсен-тăрансене акăр. Вĕсем тымар хуртĕнчен хăтарнисĕр пуçне тăпрана типĕтĕç, çум курăксене чакарĕç, удобрени вырăнне пулĕç.
Н.СПЕСИВЦЕВА.