АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ĕçĕ сăваплă

10 апреля 2013 г.

 

Çак кунсенче районти тĕп больницăра ĕçлекенсем анестезиологипе реанимаци уйрăмне уçни 20 çул çитнине паллă турĕç. Унта 2007 çултанпа 1-мĕш категориллĕ врач В.А.Мурзаев заведующире тăрăшать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тесе унпа курса калаçрăм.

— Вячеслав Анатольевич, паллах, сирĕн ĕç яваплă. Хăш чухне çын пурнăçĕ кашни çеккунтран килет...

— Çапла, пирĕн ĕç питĕ яваплă. Больницăри кашни уйрăмпа тачă çыхăнса ĕçлемесен май çук. Хĕрарăм ача çуратать-и, автоаварие лекнĕ-и, тата ытти чирсемпе сывлайми пулса ларнă-и — эпир яланах васкавлă пулăшупа юнашарах. Пирĕн тĕп тивĕçсенчен пĕри — çынна наркоз парса унăн сывлăхне контрольлесси.

Юлашки икĕ-виçĕ çулта уйрăмра 500—600-шер çын сипленчĕ. Ултă койка-вырăн. Пирĕн ĕçченсем яваплăха туйса тивĕçĕсене туллин пурнăçлаççĕ, пурнăçлĕç те.

Шел пулин те, хурлăхлă статистикăна та палăртмалла: юлашки кашни çулта 20—30-шар çын, пулăшу парсан та, пурнăçран уйрăлчĕç.

— Яваплă ĕçре пысăк квалификациллĕ специалистсем тимлеççĕ 

— Пĕлĕвне тăтăшах ÿстермен медицина ĕçченĕ çын пурнăçне çăлма пултарайĕ-ши; Акă, Леонид Степанов — 1-мĕш категориллĕ врач. Медсестрасем вара пурте аслă категориллĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ уйрăмра 1993 çултанпа тăрăшать: Татьяна Денисова, Ирина Кошкина, Валентина Максимова, Вера Сумзина, Надежда Галзанова, Светлана Горшкова, Оксана Наумова, Светлана Чернова, Марина Макарова, Вероника Самукова, Елена Трофимова, Алина Марина тата Надежда Калашникова медсестрасем, аслă медсестра Асия Абдрахманова та ырă ята тивĕçнĕ.

— Анестезиологипе реанимаци уйрăмне пуçаракансене ятранах асăнсамăрччĕ...

— 1993 çулччен реаниматологра районти тĕп больницăра Геннадий Петрович Никитин ĕçленĕ. Уйрăмăн пĕрремĕш заведующийĕ — Елизавета Львовна Ченакина. Вăл паянхи кун та сывлăх сыхлавĕн хуралĕнче тимлет. Каярахпа уйрăм «тилхепине» Леонид Степанов, Александр Ильин тытнă. Фанис Асеинов, Владимир Смирнов, Геннадий Чернов тата ыттисем те кунта чылай çул ĕçленĕ. Асăннă врачсемпе халĕ те çыхăну тытатпăр, вĕсен паха опычĕпе паллашатпăр.

— Вячеслав Анатольевич, ас тăватăп-ха, районти пĕрремĕш озонотерапи кабинетне те Эсир уçнăччĕ. Район çыннисемшĕн ку пысăк çăмăллăх...

— Озонотерапи кабинетĕнче 2009 çултанпа 3 пин çын пулăшу илчĕ. Район çыннисене яланах спортпа тата физкультурăпа туслă пулма сĕнÿ-канаш паратпăр. «Упранакана Турă та упрать», — тесе халăхра ахальтен каламаççĕ.

— Шурă халатлă ĕçченшĕн чи хакли тата чи кирли мĕн-ши?

— Чирлисем тав туса ăшă кăмăлпа кайни.

— Калаçушăн тавтапуç.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика