АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелÿ комитечĕн йышĕ ÿсет

10 апреля 2013 г.

 

Шупашкар хулине туса хунăранпа 550 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа ирттерекен уявсен оргкомитетне «Газпром» АУО правлени председателĕн заместительне, Россия Федерацийĕн Президенчĕн Атăл çи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçине тата Ростуризмăн ертÿçине кĕртнĕ. Çакăн çинчен калакан хушăва РФ Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев алă пуснă.

2012 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин «Шупашкар хулине туса хунăранпа 550 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн уявсене ирттерме йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн ертÿçи — РФ культура министрĕ Владимир Мединский, председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Оргкомитетра çавăн пекех: РАН академикĕ Анатолий Деревянко, МПУ ректорĕ Виктор Садовничий, «РусГидро» АУО правлени председателĕ Евгений Дод, Росавтодорăн, РФ Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн, Ĕç тата социаллă хÿтлĕх, Финанс, Регионаллă аталану, Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану, Спорт министерствисен руководителĕсен çумĕсем. Унсăр пуçне ЧР Патшалăх Канашĕн спикерĕ Юрий Попов тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та оргкомитет йышне кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика