10 апреля 2013 г.
Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ «Асанне-онлайн — асатте-онлайн» федераллă социаллă программăпа килĕшÿллĕн Шупашкарти наци библиотекинче компьютер консультацийĕн центрĕ йĕркеленĕ. Проектăн тĕллевĕ — тивĕçлĕ канурисемпе инвалидсене тÿлевсĕр майпа компьютерпа ĕçлеме, çав шутра «Перекет банкĕ ОнЛ@йн» сервиспа усă курма та вĕрентесси.
Центра уçнă çĕрте Maestro «Социаллă» банк карттин презентацине ирттернĕ. Ăна ятарласа пенсионерсем валли хатĕрленĕ. Социаллă картта урлă хушма тупăш илме, тавар туянма, ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн тÿлеме тата ытти те пулать.
Палăртатпăр: çĕнĕ компьютер центрĕнче вĕренес кăмăллисене хапăлласах кĕтеççĕ.