АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусемпе кăмăллă пулчĕç

10 апреля 2013 г.

 

Апрелĕн 6-мĕшĕнче района Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп конкурс комиссийĕн председателĕн çумĕ Олег Мальцев, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн военкомĕ Александр Мокрушин полковниксем тата ыттисем те килсе çитрĕç. Вĕсене Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов кĕтсе илчĕ. Комисси килнин тĕп тĕллевĕ — 2012 çулта çарпа учет сĕтелĕсем хушшинче ирттернĕ смотр-конкурса пĕтĕмлетесси.

Чи малтанах килнĕ хăнасем район администрацийĕн актовăй залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн Михаил Афанасьевăн докладне итлерĕç, район ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Каярахпа ушкăн Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн çамрăк армеецĕсемпе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чечек кăшăлĕ хучĕ.

Ун хыççăн смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнă Урмаел ял поселенийĕнчи çарпа учет сĕтелне çитсе курчĕç. (Конкурсра иккĕмĕшсем — Хиртисĕнтĕрсем, виççĕмĕшсем — Хырхĕррисем — авт.). Унта вĕсене информаципе кану центрĕнче тăрăшакансем савăк юрă-ташăпа тата чак-чакпа кĕтсе илчĕç. Каярахпа Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, çарпа учет сĕтелĕн ĕçченĕ Наиле Мифтахутдинова статистика кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç.

Хăнасен ушкăнĕ малалла районти тĕп больницăна çул тытрĕ. Унта вĕсем тĕп врачпа Инна Ефремовăпа, çарпа учет сĕтелĕн специалисчĕпе Галина Волженкопа тунă ĕçсене тишкерчĕç. Пур документа та кунта тирпейлĕ упраççĕ. Урăхла май та çук. Районти тĕп больницăра тăрăшакансем паянхи кун пурте — саппасри рядовойсем, сержантсем тата офицерсем. Сăмах май, районта предприятисемпе организацисем хушшинче вĕсем конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Больница ĕçченĕсем комисси членĕсем умĕнче Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн специалистне Валентина Вороновăна тав турĕç.

«Сирĕн районти çарпа учет сĕтелĕн специалисчĕсене ла-йăхпа палăртатпăр. Паллах, вĕсенчен ыттисен вĕренмелли пурах. Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне вырăнти муниципаллă органсемпе те тачă çыхăнса ĕçленине шута илтĕмĕр. Чăннипех те эсир кăтартăвăрсемпе мăнаçланма тивĕç», — терĕ Олег Мальцев полковник сыв пуллашса.

Юлашкинчен ĕçлĕ ушкăн çар комиссариачĕн специалисчĕсене тунă ĕçсемшĕн тав турĕ, кÿршĕ Канаш районне çитме васкарĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика