06 апреля 2013 г.
Марина — тĕнчери чи телейлĕ çынсенчен пĕри. Пурнăçра унăн йăлтах пур, çителĕклĕ. Савнă мăшăр, юратнă ачисем, тăванĕсем — яланах çумра. Хĕрарăм ÿпкелешнине нихăçан та илтмен. Анчах та çак телее тупиччен Марина чылай шар курчĕ. Пурнăçри ăраскалне тупма Маринăна çăмăл пулмарĕ.
Пĕчĕклех амăшĕсĕр тăрса юлнăскер, интернатра çитĕнчĕ. Çывăх тăванĕсем пăхма килĕшмерĕç ăна. Кун хыççăн кун, çулсем иртни те сисĕнмерĕ. Хĕр интернатран вĕренсе тухсассăн, хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме, аслă вĕренÿ заведенине кĕме ĕмĕтленчĕ. Шкул вăхăтĕнчех ют чĕлхесене кăмăлланăскер, пурнăçра çак енĕпех кайма тĕв турĕ. Ют чĕлхесене парăнтарсан, пурнăçра ĕç тупма та, малалла аталанма та çăмăлрах пулĕ тесе шутларĕ. Экзаменсене «4» тата «5» паллăсемпе тытса вăл студент пулса тăчĕ. Халĕ çанна тавăрса вĕренмелле. «Хамăр тăрăшмасан, пире урăх никам та пулăшаймĕ», — тетчĕ вăл яланах тусĕсене хавхалантарса.
Студент пурнăçĕ интереслĕ самантсемпе пуян. Çамрăк чунра юн вĕрет, çĕннине пĕлес, тутанса пăхас килет. Çак вăхăтра Марина тĕрĕс çулран пăрăнчĕ те. Хăй те сисмерĕ пулас, пĕр курсра вĕренекен Павликпа туслашрĕ. Çăмăлттай шухăшлă каччă пике пуçне çавăрчĕ. Хваттер, машина туянатпăр тесе шантарчĕ. Ĕненчĕ хĕр, Павликпа пĕрлех пурăнма килĕшрĕ. Чап-чап уйăхĕ тенĕ пек малтанлăха чăннипех те хваттер те пулчĕ, автомашина та кут айĕнче. Ăçта каяс теççĕ — çавăнта çул тытаççĕ. Апат-çимĕç, тум-тир туянма, клубсемпе барсене çÿреме укçи-тенки те çителĕклех Павликăн. Маринăна та чаплă бутиксенче çеç тумлантарать. Ниçта та ĕçлемен йĕкĕтĕн ăçтан çакăн чухлĕ кĕмĕл? Марина пĕр тĕлĕнет, пĕр савăнать. Павлика тĕпчеме шикленет. Мĕнех, пурăнар савăнса, вăхăт çитсен хăех каласа парĕ тесе хĕр хăйне хăй яланах лăплантарчĕ.
Чун савнийĕшĕн шыва та сикме хатĕр каччă кунран-кун улшăнса пычĕ. Кĕвĕçÿ туйăмĕ çуралчĕ унăн. Сыпкаласа килсен пĕçерккĕ те парса илет. Марина каçсерен пĕр сассăр макăрать пулин те, чĕнмест. Хăйне çеç айăплать. Павлик кунсерен хаярланса пычĕ, киле килмен каçсем те пулкаларĕç. Юлташĕсене хваттере илсе килме пуçларĕ. Çĕрĕпех ĕçеççĕ, харкашаççĕ, пирус туртаççĕ. Эрех туянма укçа-тенкине шеллемеççĕ, ураран ÿкичченех ĕçеççĕ. Кайран вара тăна кĕричченех çывăраççĕ.
Пĕр ирхине Марина кухньăра ăнсăртран шприц тупрĕ. Вăл мĕншĕн, кама кирлĕ пулнине ниепле те ăнланаймарĕ. Кайран çеç, тепĕр ĕçкĕ-çикĕ хыççăн, хуравне тупрĕ. Павликпа юлташĕсем — наркомансем. Çак хыпара илтсен, вĕсене курсассăн Марина шарт! сикрĕ. Савнийĕ хаяр серепене лекнине ĕненес килмерĕ. Тен, малтан та çапла пулнă, вăл пĕлмен çеç. Вун-вун ыйту канăç памасть. Апла пулин те Марина тусне вилĕмрен çăлма сăмах пачĕ.
Эрне, уйăх иртрĕ — тăрăшни кăлăхах пулчĕ. Павлик пурнăçра Маринăна мар, тусĕсене суйласа илчĕ. Килти мĕн пур пурлăха сутрĕ, тухса кайрĕ, унта-кунта çапкаланса çÿрерĕ. Марина Павлика шыраса тупать, киле илсе килет, тухтăрсем патне çавăтса кайнă пек çÿрет. Кăшт çеç тăна кĕрет пек. Анчах та ниçта кайса кĕрейменнипе нушаланнă хыççăн, мĕн те пулин сутса наркотик туянатех.
Нумай шутласа çÿренĕ хыççăн, Марина шанчăклă пысăк утăм тума тĕллев лартрĕ. Хваттере, машинăна сутас та — ют хулана тухса каяс. Шутлани пурнăçланчĕ. Пĕр уйăхран вĕсем Çурçĕре çул тытрĕç, Павлик та хирĕçлемерĕ. Чăн малтан Марина Павлика наркотикран сиплекен центра вырнаçтарчĕ, юлнă укçа-тенкĕпе пÿлĕм туянчĕ. Хăйне валли ĕç шырарĕ. Университетра тăрăшса вĕренни çакăнта кирлĕ пулчĕ те. Марина пысăк фирмăна куçаруçăна вырнаçрĕ. Павлика йывăр килчĕ пулин те, Марина яланах çумрипе сипленме çăмăлрах пулчĕ. Тĕрĕс çул çине тăчĕ вăл.
Маринăпа Павлик 10 çул пĕр-пĕрне тĕрĕсленĕ хыççăн çеç çемье çавăрчĕç. Малтанхи пурнăçа мăшăр аса илмест, паянхипе туллин савăнать.
АНГЕЛИНА.