АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Подъездра хваттерти пекех

06 апреля 2013 г.

Кил-çурт тирпейлĕхĕ кил хуçисенчен нумай килет. Пур япала та хăйĕн вырăнĕнче пулмалла. Типтерлĕ çĕрте пурăнма та кăмăллă. Килте тасалăх тытакан ытти çĕрте те вараламасть.

Акă, сăмахран, нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсене илсессĕнех, унта мĕнле çынсем пурăннине пĕлме май пур. Енчен те подъездра тасалăх хуçалансан — кунта чăннипех те маттур, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ тесе çирĕплетме пулать. Хăш-пĕр çĕре кĕрсессĕн вара чун сÿ! тăвать: урайне çуман, шăлман, ăçта килнĕ унта эрешмен карти çакăнса тăрать, йывăр шăршă сăмсана çурать. Пурте пĕрле утса çÿрекен вырăна тасатмалла пек те, анчах та ыттисем ун пек шутламаççĕ пулас. «Хваттер мар-çке ку», — теççĕ-ши?

Çав вăхăтрах вара районта нумай хваттерлĕ çуртри подъездра чечек ÿснине, кĕнĕ çĕрте кавир выртнине те курма пулать. Çакăн пек подъездсенчен пĕри вăл — Кабалин микрорайонĕнчи 9-мĕш çуртăн 3-мĕш подъезчĕ. Кунта кĕрсессĕнех юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Подъездăн кашни хутĕнчех тĕрлĕ мультфильмсенчи сăнарсемпе тĕл пулатăн. Кунта Маша та пур, Упи те çумра. Тухатмăш карчăкки, сысна çурисем, смешариксем, тилĕ — пурте уçăлма тухнă тейĕн. Çак сăнарсене пурне те 26-мĕш хваттерте пурăнакан Людмила Рыжова ÿкернĕ.

— Çĕнĕ хваттере куçсанах подъезда илем кÿрес шухăшсем пулнă. Пысăк ĕçе пĕччен пурнăçлама çук çав, ытти кÿршĕсем куçасса кĕтрĕм. 2010 çулта пурте пĕрле пуçтарăнса кашни хутри стенасене, картлашкасене сăрларăмăр, чечексем лартрăмăр. Ун хыççăн стенасене илемлетме мана шанчĕç. Ачасене те, аслисене те интереслĕ пултăр тесе мультфильмсенчи персонажсене ÿкертĕм те, — тет Людмила.

Халĕ кунта килекен кашни çын подъездри илемлĕхпе киленнине пытармасть. «Тĕлĕнмелле пултаруллă, маттур çынсем пурăнаççĕ кунта. Вĕсен яланах тирпейлĕ, таса, хăтлă, чÿречесем çинче чечексем», — тет Альбина.

Ют çын, çамрăксем кĕрсе ан çÿреччĕр тесе подъезда кĕмелли алăка та улăштарнă кунта пурăнакансем. «Пĕр килти пек килĕштерсе пурăннăран çеç нумай ĕçе йышпа, канашласа пурнăçлама пулать», — тет Антонина Петровна Антонова калаçăва хутшăнса.

Çакăн пек илемлĕ, хăтлă подъездсем пирĕн районта татах пур-ши? Пур пулсассăн, редакцие çырса пĕлтерĕр. Çырусем кĕтетпĕр.

А.МАРИЯН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика