АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче "хĕрÿ лини" уçăлнă

06 апреля 2013 г.

Мартăн 29-мĕшĕнчен пуçласа ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин сайтĕнче medicin-help@cap.ru «хĕрÿ лини» ĕçлет. Ыр кăмăллăх фончĕсен представителĕсене, республикăра пурăнакансене йывăр чирлисем валли укçа-тенкĕ пуçтарма пикениччен çак электрон адреспа çырса яма ыйтатпăр. Практика чылай чухне медицина пулăшăвне бюджет укçи-тенкипех кÿме пулнине кăтартса парать.

Çакăн евĕр «хĕрÿ лини» Раççей шайĕнче февралĕн 20-мĕшĕнченех ĕçлет (help@rosminzdrav.ru). Раççей сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Вероника Скворцова пĕлтернĕ тăрăх, вăл хута кайнăранпа ыр кăмăллăх фончĕсенчен 64 ыйту килнĕ, 43 çынна медицина пулăшăвĕ илме пулăшнă. Ыйтусене 3 —14 кунра пăхса тухаççĕ. Вăл çавăн пекех министерство çумĕнче ыр кăмăллăх организацийĕсен представителĕсенчен тăракан ĕçлĕ ушкăн туса хурассине те палăртнă. Çакă ыр кăмăллăх фончĕсемпе социаллă ыйтусене татса пама пулăшакан коммерцилле мар организацисен ĕçне йĕркелеме пулăшать.

«Ыр кăмăллăх фончĕсен те, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен те пĕр тĕллев: пациентсене лайăх сипленме май туса парасси», — çирĕплетнĕ Вероника Игоревна.  

Первоисточник: Газета "Каçал ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика