06 апреля 2013 г.
Лайăх тухăç илес тесен паха вăрлăх туянмалли никама та иккĕлентермест. Кунта вара питĕ тимлĕ пулмалла, вăрлăх туянасси питĕ яваплă ĕç пулнине асра тытмалла.
Çуркунне çитсе пынă май пасарсенче тата ытти суту-илÿ точкисенче урăх регионсенчен (Чĕмпĕр, Ростов облаçĕсенчен, Тутарстан Республикинчен, Краснодар, Ставрополь крайĕсенчен) е ют çĕр-шывсенчен илсе килнĕ вăрлăха курма пулать. Вĕсемпе пĕрле республикăна карантинри çум курăксем ерсе килме пултараççĕ. Вĕсен шутĕнче (ăнланмалларах пултăр тесе вĕсен ячĕсене вырăсла кăтартатпăр): амброзия полыннолистная, амброзия трехраздельная, амброзия многолетняя, горчак ползучий, паслен колючий, паслен трехцветковый, повилика, ценхрус малоцветковый, череда волосистая.
Карантинри çум курăксем ял хуçалăхне пысăк сиен кÿреççĕ. Вĕсем анлă сарăлсан ял хуçалăх культурисен тухăçĕ, выльăх апачлĕх курăксен пахалăхĕ чакать. Çак ÿсен-тăрансем çын сывлăхĕ çине те япăх витĕм кÿме пултараççĕ (тĕслĕхрен, хăшĕсем аллерги параççĕ). Карантинри çум курăксенчен хăтăлма йывăр. Çĕнĕ территори çине лексен вĕсем хăвăрт сарăлма пуçлаççĕ. Кун пек чухне агротехника мелĕсем пулăшманпа пĕрех.
Ял хуçалăх продукцийĕпе сутă тăвакансенчен хăшĕ-пĕрисем вăрлăха тата ытти ÿсен-тăран продукцине фитосанитари докуменчĕсемсĕр илсе килеççĕ. Çапла майпа вĕсем республика территорине сиенлĕ организмсене кĕме пулăшаççĕ.
Вăрлăх туяннă чухне тепĕр япала çине те тимлĕх уйăрмалла. Унăн сорчĕ усă курма юрăхлă селекци çитĕнĕвĕсен Патшалăх реестрĕнче пулмалла. Çавăнпа та вăрлăха ятарлă магазинсенче е шанчăклă сутуçăсенчен çеç туянмалла. Пакетсенчи вăрлăха туяннă чухне унăн упаковки çинчи информацие вуламалла. Унта организацин ячĕ, адресĕ, телефонĕ, культура ячĕ, унăн Патшалăх реестрĕнче çирĕплетнĕ сорчĕ, патшалăх стандарчĕн палли (ГОСТ Р 521172003), парти номерĕ, пакетăн йывăрăшĕ е вăрăсен шучĕ, хăçанччен усă курма юрани пулмалла. Сутуçăран вăрăсен сорт тата шăтаслăх пахалăхĕ çинчен калакан документсене ыйтма хăраса тăмалла мар.
Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, уйрăм граждансене вăрлăх е урăх ял хуçалăх продукцине туяннă чухне яланах карантин сертификатне тата «Россельхозцентр» ФПУран панă сертификата тĕрĕслеме ыйтатпăр. Карантинри çум курăксенчен сыхланасси вĕсемпе кĕрешессинчен чылай çăмăлрах. Çавăнпа та пурте тимлĕ пулăр.
Енчен те сирĕн ыйтусем çуралчĕç пулсан, ЧР Россельхознадзор управленине çак адрессемпе пыма пултаратăр: Шупашкар хули, Крупская урамĕ, 9 (телефон 8(8352)52-80-33); Канаш хули, Çĕнтерĕве 30 çул урамĕ, 87 А (телефон 8(83533) 2-18-25).
Р.АСЕИНОВ.
Первоисточник: Газета "Каçал ен"