АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон кĕнекене – симĕс çутă

06 апреля 2013 г.

Раççейри хуласенче пурăнакансенчен 70 проценчĕ электрон кĕнеке вулать. Вĕсене ытларах Интернет вулавăшсенчен илеççĕ. Çакнашкал пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарнă хыççăн «Ромир» тĕпчев холдингĕ ку темăпа ятарлă ыйтăм ирттернĕ.

Раççейре электрон кĕнекесене сĕтел çи компьютерсемпе (ыйтăма хутшăннисен 42 проценчĕ), ноутбуксемпе (вĕсене респондентсен 38 проценчĕ кăмăллать) вулаççĕ. 38 проценчĕ букридерсемпе усă курать. Çавăн пекех чун çимĕçне ăша хывма смартфонсемпе (28 процент), планшетсемпе (21 процент) усă кураççĕ.

Ыйтăма хутшăннисен çурри электрон кĕнекесене вулама 1—3 çул каялла тытăннă. 23 проценчĕ вара çак çĕнĕлĕхпе пĕлтĕр кăна усă курма пуçланă. Вĕсене ытларахăшĕ (92 процент) Интернетран тÿлевсĕр кăларса илет. Респондентсен 36 проценчĕ чун çимĕçне пĕлĕшĕсенчен куçарса кăларать. Раççей çыннисен 15 проценчĕ кăна кĕнекесене ятарлă сайтсенче туянать. Çакă та паллă: чылайăшĕ (69 процент) хут кĕнеке сайрарах туянма пуçланă. Кун пек кĕнекепе интересленме пăрахнин сăлтавĕ — электрон кĕнекепе усă курма тытăнни, кăларăмсен хакĕ ÿсни, вулав валли сехет сахал уйăрни.

Хут кĕнекесен вулавăшĕ респондентсен 1 проценчĕн кăна çук. Раççейре пурăнакансен килти вулавăшĕнче вăтамран — 105 кĕнеке. 

Первоисточник: Газета "Каçал ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика