06 апреля 2013 г.
«Комсомольскинче туса кăларакан пылак шыв — чи тутли. Кашнинчех ăна туянатăп», — тенине хамăр район çыннисенчен çеç мар, ытти районсенче пурăнакансенчен те час-часах илтме пулать. Ку ахальтен мар, паллах. «Кооператор» производство комбинатĕнче туса кăларакан продукци чăннипех те паха енсемпе палăрса тăрать. Çакна Раççей тата регион шайĕнчи выставкăсенче çĕнсе илнĕ медальсемпе дипломсен шучĕ пысăк пулни çирĕплетет.
Комбинатăн тĕп продукцийĕ — пылак тата минераллă шывсем. Пурĕ 30 ытла тĕрлĕ продукци кăлараççĕ кунта. Вĕсене кремнипе тата ытти минералсемпе пуян çут çанталăк шывĕнчен хатĕрлеççĕ. Пылак шывсем тунă чухне улма-çырласен сĕткенĕсемпе усă кураççĕ. Çакăн пек ĕçмесем ăша кантарнипе çеç мар, организмри кремни шайне çителĕклĕ виçене çитерме те пулăшаççĕ. Кунта туса кăларакан шывсен пĕр литрлă савăтĕнче çитĕннĕ çыннăн организмне кирлĕ чухлĕ кремни пур.
«Кооператор» ОООн продукцине республикăри чылай магазина çитереççĕ. Унсăр пуçне вĕсене Тутарстан, Мари Эл Республикисене, Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсене тата ытти регионсене те ăсатаççĕ. «Эпир чылай организаципе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Хăш-пĕр магазинсене хатĕр продукцие хамăрах ăсататпăр. Теприсем вара хăйсем килсе илеççĕ», — паллаштарчĕ ĕçсемпе лаборатори заведующийĕ Надежда Иванова.
Ватти те, вĕтти те кооператорсен продукцине хапăлласах йышăнаççĕ. Ачасене уйрăмах тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ этикеткăсемлĕ «Мурзилка», «Солнышко», «Ириска», «Буратино» пылак шывсем илĕртеççĕ. Çитĕннисем «Аромат яблока», «Аромат апельсина», «Юбилейный» тата ыттисене суйласа илеççĕ. Халăхра чи анлă сарăлни вара — «Грушевый аромат». Ăна тутанса курман çын районта çук та пулĕ. «Ачалăхри лимонада аса илтерет. Тути мĕне тăрать, шăрăхра ăш хыпнине питĕ лайăх ирттерет», — теççĕ ун пирки аслăрах çултисем. Çавăнпах та ĕнтĕ кооператорсен производствинче çак пылак шыва туса кăларасси пысăк вырăн йышăнать. Минераллă шывсенчен вара «Директорская» уйрăмах палăрса тăрать. Вăл «Чăваш Республикин пахалăх марки» ятарлă палла тивĕçнĕ. Ăна «Ылтăн кĕркунне» 14-мĕш Раççей агропромышленноç выставкинче кĕмĕл медальпе наградăланă.
Комбинатăн ассортименчĕ кунпа кăна пĕтмест-ха. Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне лавккасен сентрисем çине «Кооператор» ООО туса кăларнă «Ача-пăча шампанскийĕ» тухать. Производство хăвачĕ кондитер изделийĕсем туса кăларма та май парать. Карамеле, мармелада çынсем хапăлласах туянаççĕ. Квас юратакансем çинчен те манмаççĕ кунта. «Петрович», «Хлебный» ятлăскерсене нумаях пулмасть çеç кăларма пуçланă пулсан та, вĕсем тавар туянакансен юратăвне çĕнсе илнĕ те ĕнтĕ.
Пĕлтĕр «Кооператор» ОООра 400 пин ытла декалитр продукци туса кăларнă. Çакă 2011 çулхи кăтартуран 30 процент ытларах. Пылак тата минераллă шывсем туса кăларассипе кооператорсем Чăваш Республикинче çеç мар, Центросоюз тытăмĕнче те малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кунта нимĕн тĕлĕнмелли те çук, мĕншĕн тесен «Кооператорăн» тĕп уйрăмлăхĕ — пысăк пахалăхпа анлă ассортимент килĕшсе тăни. Çĕнĕ технологи оборудованийĕпе усă курнине пула производство калăпăшĕсене ÿстерсех пыраççĕ. Нумаях пулмасть кунта продукцие савăтсене тултармалли çĕнĕ лини, полипропилен наклейкисене туса кăларакан машина, ятарлă принтер туяннă. Халĕ вара продукцие савăтсене тултаракан линисенчи ĕçсен пĕр пайне автоматизацилесшĕн. Çакна валли хатĕр-хĕтĕрсене заказ панă ĕнтĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсене илсе килсе хута яма палăртнă. Çакă производствăна тата та анлăлатма май парать.
«Мĕн тунипе чарăнма шутламастпăр. Пурнăç малалла пынă май çĕнĕ йышши технологисене ĕçе кĕртме, туса кăларакан продукцин ассортиментне анлăлатма тăрăшатпăр. Час-часах тĕрлĕ выставкăсене, конкурссене хутшăнатпăр. Çĕнтерÿçĕсен шутне кĕме пултарни тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать. Потребительсен ыйтăвĕсене тĕпе хурса ĕçлени, продукцин пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни пире çĕнĕрен çĕнĕ ÿсĕмсем тума май парать», — пĕтĕмлетрĕ калаçăва Надежда Андреевна.
Н.КАЛАШНИКОВА.