06 апреля 2013 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр инвалидсене, инвалид-ача çитĕнтерекенсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене ĕçе вырнаçма пулăшмалли республикăри тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртме пуçланă ĕнтĕ. 2013 çул пуçланнăранпа эпир район организацийĕсене 3-мĕш ушкăнри 2 инвалида, 2-мĕш ушкăнри 1 инвалида, нумай ачаллă пĕр çынна ĕçе вырнаçтарнă.
3-мĕш ушкăнри инвалида ĕçе илекен организацие кирлĕ хатĕр-хĕтĕрлĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме 67100 тенкĕ таран субсиди параççĕ. 1—2-мĕш ушкăнсенчи сусăррисене ĕçе илекенсене паракан субсидин калăпăшĕ — 75000 тенкĕ таран.
Инвалид-ачана воспитани паракансене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе илекен организацие 30000 тенкĕлĕх субсиди парса пулăшаççĕ.
Çак программăна хутшăнас кăмăллă ĕç паракансене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пыма сĕнетпĕр. Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29.Телефон: 5-13-79. Электрон почти: komslzn@chtts.ru.
Г.ВОРОНОВА.
Первоисточник: Газета "Каçал ен"