АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон майпа пулăшу илме меллĕ

06 апреля 2013 г.

Интернет урлă патшалăх тата муниципаллă пулăшусене илме пулни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çĕнĕлĕхе малалла аталантарсах пыраççĕ, çак майпа ĕçлекен организацисен шучĕ те ÿссех пырать. Çавна кура апрелĕн 3-мĕшĕнче Канаш хула администрацийĕн çуртĕнче республикăн кăнтăр районĕсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен специалисчĕсене семинара пуçтарчĕç. Унта электрон мелпе пулăшусем илесси епле майпа пулса пынине ăнлантарчĕç, çĕнĕ мелпе ĕçлеме вĕрентрĕç.

Мероприятие ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева та килсе çитрĕ. Вăл паянхи кун электрон тытăмпа ĕçлеме пĕлни, çĕнĕлĕхсене алла илни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, патшалăх пулăшăвĕсене Интернет урлă илни вара республика çыннисемшĕн питĕ меллĕ пулнине çирĕплетрĕ. Çакна кура халăха çак майпа пулăшусем илессине явăçтарасси çине вăл уйрăм тимлĕх уйăрчĕ.

Семинарта çавăн пекех cap.ru портала модернизацилесси çинче те чарăнса тăчĕç. Валентина Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, республика порталĕ 800 ытла сайта пĕрлештерсе тăрать. Ăна 10 çул тăршшĕпе пĕрре те модернизацилемен. Çавăнпа та ку тĕллеве пурнăçлама бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнă та ĕнтĕ.

«Интернет урлă патшалăх пулăшăвĕсене илме ыйтусем çырма хăрамалла мар. Хăнăхсан, эсир ку ĕçе питĕ хăвăрт тума пуçлатăр. Эппин, тĕрлĕ учрежденисем тăрăх чупма, вăрăм черетсенче ларма тивмест. Мĕн те пулин ăнланмасассăн яланах пирĕнтен пулăшу ыйтма пултаратăр», — пĕтĕмлетрĕç тĕп хуламăртан килнисем.

Н.КАЛАШНИКОВА. 

Первоисточник: Газета "Каçал ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика