03 апреля 2013 г.
РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕн ĕçĕ чăннипех те тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсене, çулталăк çурăна çитмен ачасемпе ларакан амăшсене, производствăра аманнă е сусăрланнă тата ун хыççăн чирлекенсене тивĕçлĕ пулăшу парас тесе тимлеççĕ. Çăмăллăхсемпе усă куракансене реабилитаци хатĕрĕсемпе, кану тата сиплев путевкисемпе тивĕçтерессине мĕнле йĕркеленине çутатса парас тата ытти чылай ыйту çине хурав тупас тесе районти уйрăмăн ертÿçипе Валентина Арсентьевна Тихоновăпа тĕл пултăм.
— Валентина Арсентьевна, хăвăр пурнăçлакан ĕçпе тĕплĕнрех паллаштарсамăр?
— Чи малтанах, паллах, ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсем çинче чарăнса тăрас килет. Вĕсене тивĕçекен пособисем пĕтĕмпех пирĕн витĕр тухаççĕ. Сăмахран, 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çак тÿлевсене 5 процент ÿстерчĕç. Хĕрарăм йывăрлансан 12 эрнеччен учета тăчĕ пулсассăн, ăна 490,70 пус тÿлеме ирĕк пур. Ача çуратсан вăл пĕр хутчен паракан пособие — 13087,61 тенке — тивĕçет. Çулталăк çурă тултариччен çемьери пĕрремĕш ачашăн — 2453,93 тенкĕ, иккĕмĕшпе ыттисемшĕн 4907,85 тенкĕ тÿлетпĕр. Çавна май хĕрарăм сывлăхне упрас, ăна пăхса тăрас енĕпе патшалăх чылай пулăшу кÿрет. Ача çуратмалли сертификатсемпе ĕçленĕ май районти тĕп больницăри йывăр çынсене пăхса тăракан хĕрарăмсен консультацийĕпе, ача-пăча тухтăрĕсемпе, педиатрпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Вĕсем амăшне, ачана медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтернине, сывлăхне тĕрĕсленине цифрăсемпе çирĕплетеççĕ, отчет тăваççĕ.
— Производствăра аманнисем, ĕçри инкек хыççăн чирлекенсем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ?
— Паянхи куна уйрăмра 275 страховщик шутра. Вĕсем хушшинче предприятисемпе организацисем те, уйрăм предпринимательсем те пур. Ĕçре аманнă çынсем, чирлисем (профзаболевание) çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Вĕсене чи малтанах сывлăхне çирĕплетме санаторипе курорт путевкипе тивĕçтеретпĕр. Сăмахран, пĕлтĕр 80 çын тĕрлĕ санаторисенче каннă, кăçал 43-шне путевкăсемпе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне асăннă категорие кĕрекенсене реабилитаци техники, протезпа ортопеди хатĕрĕсем, автомашинăсем панă. Районта пурăнакансене эпир çак хатĕрсемпе туллин тивĕçтерсе пыратпăр, чăрмавсем çук.
— Санаторипе курорт сиплевĕн путевкипе тивĕçтерессине еплерех йĕркеленĕ? Черет нумай кĕтмелле-и?
— Санаторипе курорт путевкисемпе, кăмăл пулсан, пурте сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Чирлĕ çынсен кăмăлне шута илсе, сиплев учрежденийĕсене сĕнетпĕр. Эпир ытларах «Чувашия-курорт» санатори» АУОпа (юн çаврăнăш органĕсен енĕпе), «Волжанка» санаторипе курорт комплексĕ» АУОпа (тĕревпе хускану аппаратне сиплес енĕпе), «Волга» санаторипе (шăк çулĕсемпе арлăх тытăмĕ енĕпе), «Надежда» санатори» ПУПпа (нерв тытăмĕ енĕпе), «Волжские зори» ООО-па (организмри япаласен ылмашăвĕ тата апат ирĕлекен органсем енĕпе), «Чувашия» санатори» АУОпа (сывлав органĕсен чирĕсенчен сыватас енĕпе) ĕçлетпĕр.
Санаторипе курорт сиплевне ямалли тапхăра саккунпа пайăрламан. Хăçан ярасси медицина кăтартăвĕнчен килет. Сиплев кирлине тухтăр çирĕплетсе справка çырса парсан федераци бюджечĕ уйăракан укçапа путевкăпа тивĕçтеретпĕр. Путевка илме социаллă страховани фондне документсем тăратмалла. Медицина учрежденийĕ панă справка 6 уйăхран вăйне çухатать. Çакна та асăнса хăвармалла: усă курман путевкăшăн компенсаци тÿлемеççĕ.
— Сывлăха республикăра кăна е унăн тулашĕнче те çирĕплетме пулать?
— Туапсе, Анапа, Сочи, Саратов, Киров хулисене, Мускав облаçне кайма май пур.
Реабилитаци техникипе, протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе тата санаторипе курорт сиплевĕн путевкисемпе тивĕçтерес, ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсене, ача çулталăк тултариччен пособи тÿлес енĕпе çыхăннă ыйтусемпе РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмне килсе е 5-21-68 номерпе шăнкăравласа консультаци илме пултаратăр.
— Ĕçри çитĕнÿ, паллах, мĕнле тăрăшнинчен килет. Сирĕн те ÿсĕмсем çук мар.
— Палăртнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлатпăр. Ертсе пыракан специалист, ревизор Татьяна Александровна Райкова та хăйĕн ĕçĕнче тăрăшуллисенчен пĕри. Пирĕн уйрăм республикăра чи лайăх ĕçлекенсен йышĕнче. Иксĕмĕре пур çĕрте те ĕлкĕрсе пыма çăмăлах мар. Апла пулин те пуçа усмастпăр: организацисемпе предприятисен отчечĕсене вăхăтра йышăнатпăр. Кунне вун-вун ыйту çине хуравлама тивет. Туллин ăнлантарса памасăр никама та каялла кăларса яман.
Социаллă страхованипе ĕçлекен пур организацисене те хăйсем мĕн енĕпе ĕçлесе тупăш илнине пĕлтерсе апрелĕн 15-мĕшĕччен заявление тата справкăна вăхăтра тăратма ыйтатпăр.
— Çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу сунатпăр сире.
А.ЕФРЕМОВА.
Первоисточник: Газета "Каçал ен"