03 апреля 2013 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче пурăнакансем обществăлла транспортпа çÿренĕшĕн универсаллă электрон картти урлă тÿлеме пултараççĕ. Транспорт хушăмĕ мĕнле ĕçленине февральтех тĕрĕслеме пикеннĕ. Тĕслĕхлĕ 5 карттăн тĕрĕслевĕ çакăн евĕр мелпе чăрмавсемсĕр тÿлеме пулнине çирĕплетсе панă. Апрелĕн 1-мĕшĕнче ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви çак ыйтупа брифинг ирттернĕ. Унта ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин тата «Информаципе аналитика медицина центрĕ» БУн представителĕсем хутшăннă.
Универсаллă электрон карттисене илме ĕлкĕрнисен транспорт хушăмне активацилеме ятарлă организацине пымалла. 10 минутра ăна активацилесе параççĕ. Обществăлла транспорт çинче электрон картта урлă тÿлени пĕр тенкĕ йÿнĕрех пулса тухать. Çапла вара троллейбуспа 13 тенкĕпе, автобуспа 15 тенкĕпе ярăнма пулать.
2013 çул пуçланнăранпа УЭК илес текенсенчен 500 заявлени килнĕ,130 çын карттăсене илнĕ те ĕнтĕ. Аса илтеретпĕр, универсаллă электрон карттине илес текенсен заявленийĕсене çак адрессемпе йышăнаççĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 3А, «Перекет банкĕ» АУОн филиалĕ; Шупашкар хули, Октябре 50 çул, 17А, «Перекет банкĕ» АУОн филиалĕ; Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 112, «Информаципе аналитика медицина центрĕ» БУ; Çĕнĕ Шупашкар хули, Совет урамĕ, 7, «Перекет банкĕ» АУОн филиалĕ. УЭК илессипе çыхăннă ыйтусемпе 8(8352)32-01-00 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.