03 апреля 2013 г.
Спортпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни сывлăха çирĕплетет. Анчах та республикăра пурăнакансенчен 30 проценчĕ кăна йĕлтĕрпе коньки çине тăрать, чупма, ишме кăмăллать. Апла пулин те сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем пирĕн хушăра пур-ха. Акă, мартăн 30-мĕшĕнче пур çынна та физкультурăпа спорта явăçтарас тесе Сывлăхпа спорт кунĕ иртнĕ.
Çавна май районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕ пурне те тÿлевсĕр йышăннă. Килекенсем бассейнра ишсе киленнĕ, тренажер залĕнче сывлăха çирĕплетнĕ. Çак кун ял поселенийĕн территорийĕсенче те сывлăх кунĕ иртнĕ. Спорта кăмăллакансем йĕлтĕрпе чупса ăмăртнă.
А.ЕФРЕМОВА.