03 апреля 2013 г.
Нумаях пулмасть культура ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, культура секторĕн заведующийĕ В.С.Васильев хутшăннă. Тăманлă Выçли, Вăрманхĕрри Чурачăк культура çурчĕсен директорĕсене Е.Сорокинана,
Е.Степановăна, районти тĕп библиотека библиотекарьне В.Боровковăна, ача-пăча библиотекин заведующине Г.Зайнуллинана, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн библиотекарьне Г.Родионовăна район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Уявра тĕрлĕ ял поселенийĕсенче тăрăшакан культура ĕçченĕсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе паллашма конкурс йĕркеленĕ. Жюри членĕсем вĕсен ĕçне тĕрлĕ номинацисенче хакланă. Конкурсра Н.Козлова (Асанкасси), З.Бахалтдинова (Тукай Мишер), Е.Костякова (Кивĕ Сĕнтĕр), С.Петрова (Çĕнĕ Мăрат), Г.Родионова (Аслă Çĕрпÿел), В.Комарова (Хирти Сĕнтĕр), И.Анисимов (Элпуç), В. Лакатош (Юнтапа), Т.Александрова (Шăхран), В.Данилова (Хирти Мăнтăр) культура ĕçченĕсем палăрнă.
Первоисточник: www.kasal.cap.ru