АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă учитель

05 декабря 2012 г.

М.Н.Шишкина Александровка пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче биологи предметне вĕрентет. Çавăн пекех Мария Николаевна — шкулти библиотекарь те.

— Учитель пулма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ. Сакăр класс пĕтерсенех педагог профессине алла илме çул тытрăм,— тет М.Шишкина.

Ытти шкулсенчи ĕçтешĕсемпе тачă çыхăну тытать вăл. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе те тăтăшах тĕл пулусем ирттерет Мария Николаевна. Май пур таран кашни киле çитсе ачасен пурнăç условийĕсемпе паллашма ÿркенмест педагог.

М.Н.Шишкина хăйĕн вĕренекенĕсемпе тĕрлĕ конкурссене те хутшăнать. Акă, иртнĕ çул республикăри «Çамрăк эколог» конкурсра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ.

— Паянхи кун эпĕ вĕрентнĕ ачасем тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ: учитель те, зоотехник та, врач та пур. Вĕсем мана манманни, шăнкăравласа сывлăх çинчен ыйтни малалла ĕçлеме хавхалантарать,— терĕ учитель.

Вăл хăйне хĕрĕпе, ывăлĕпе, мăнукĕсемпе телейлĕ тесе шутлать.

— Пурнăç çулне тĕрĕсех суйласа илнĕ эпĕ. Урăх ĕçре хама курмастăп та. Ачасемпе ĕçлеме питĕ кăмăллатăп,— терĕ Мария Николаевна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика