АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ тухтăр

05 декабря 2012 г.

«Ĕç — пурнăç тыткăчи» тесе ахальтен каламан. Этем юратнă ĕçре пурнăç тĕллевне, илемне туптать. Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче тăрăшакан Гузелия Селимзяновна Сулейманова тухтăр та хăйĕн ĕçне чунтан юратать. Гузелия Селимзяновна 25 çул медицинăра тăрăшать. 1986 çулта вăл Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухсанах ĕçе пуçăннă. Унтанпа хăйĕн ăсталăхне ÿстернĕ, çĕннине алла илнĕ. Халĕ вăл пултаруллă тухтăрсенчен пĕри. Гузелия аппа — шăл тухтăрĕ. «Çепĕççĕн калаçса шăлсене сиплет. Унăн алли çăмăл, ыратнине те туймастăн», — теççĕ черетре ларакансем. Çакăн пек ырă сăмахсене тăтăш илтме пулать ун пирки. Пысăк опытлă тухтăр хăйĕн ĕçĕнчи чăн-чăн ăста. Вăл аслисене çеç мар, кĕçĕнреххисене те сиплет. Кашнийĕшĕнпе пĕр чĕлхе тупать. «Ачасемпе ĕçленĕ чухне калаçма та, илĕртме те, хăвăртрах сиплеме те пултармалла. Унсăрăн вĕсем кутăнлашма пăхаççĕ», — тет тухтăр.

Сипленме килекенсем валли офисра пĕтĕм услови пур. Шăл тухтăрĕсен кабинетĕнче çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарни те ĕçе вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлама май парать. Çакăншăн кунта тăрăшакансем савăнаççĕ те.

— Çĕнĕ техникăпа ĕçлеме питĕ меллĕ, — тет калаçăва хутшăнса Зульфия Кадирова медсестра. Унăн та ĕç стажĕ — 25 çул. Çак вăхăтра вăл тĕрлĕ специалистсемпе ĕçленĕ, юлашки 10 çул Гузелия Селимзяновнăпа пĕрле тăрăшать. Вĕсем килĕштерсе, канашласа ĕçлеççĕ, пĕрне-пĕри çур сăмахранах ăнланаççĕ.

— Чир-чĕр шăлран пуçланать теççĕ. Çакă тĕрĕс-и?

— Çапла. Организм сывă пултăр тесен чи малтанах шăлсене сиплемелле, вĕсене упрамалла. Çавна май кунсерен икĕ хутчен шăлсене тĕрĕс тасатмалла. Ачасене те çакна мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пымалла. Шăла вăхăтра сиплемелле. Унсăрăн кая юлма пултаратăр, — терĕ сĕнÿ парса Гузелия аппа.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика