05 декабря 2012 г.
Çак кунсенче «Алга» ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хуракансем кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа уяв сĕтелĕ хушшине пуçтарăннă. Чи малтанах ЯХПК председателĕ Нурислам Мифтахутдинов тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, кăтартусемпе паллаштарнă, малашне тата та тăрăшарах вăй хума суннă. Çавăн пекех район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаид Зайнуллин, вăтам шкул директорĕ Фаниз Камальдинов сăмах илнĕ, пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламланă.
«Алга» ЯХПКн маттур ĕçченĕ, çак кунсенче 60 çул тултарнă Мухарам Салахутдинов сварщик та чылай салам сăмахне тивĕçнĕ. Ăна юбилей ячĕпе тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнеленĕ. Мероприятие Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн музыка учителĕ Ильдус Шайдуллин ертсе пынă, юрăсем шăрантарса уява хаваслăх кĕртнĕ.
Источник: "Каçал Ен"