05 декабря 2012 г.
Эпĕ район хаçачĕпе 1977 çултанпах туслă. Вăл ун чухне «Октябрь ялавĕ» ятпа пичетленетчĕ. Хаçата паян кунччен çырăнса илетпĕр, çитес çул валли те çырăнтăмăр. Район хаçатне çемйипех килĕштерсе вулатпăр. Унта специалистсен канашĕсемпе те, тĕрлĕ сĕнÿсемпе те, апат-çимĕç пĕçермелли рецептсемпе те паллашма май пур. «Санăн çыннусем, район, «Лайăх çынсем çинчен» рубрикăсене уйрăмах кăмăллатпăр.
Эпĕ хаçата алла тытсанах пĕрремĕш страницăри хыпарсемпе паллашма пуçлатăп. Районта хирти ĕçсем мĕнле пынине, мĕн чухлĕ тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç туса илнине кăсăклансах вулатăп. Пĕр сăмахпа каласан, хаçат пур енĕпе те килĕшет.
Эпир хаçатăн 10000-мĕш номерĕ тухнă ятпа ăна кăларас тесе вăй хуракансене чун-чĕререн саламлатпăр, пурне те ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, çемьере тулли телей, ĕçре татах та çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Сăмах май, пирĕн участокри почтальона Эльвира Кувшиновăна та хаçатсене яланах вăхăтра çитернĕшĕн тав сăмахĕ калас килет.
Источник: "Каçал Ен"