АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательсем тĕл пулса калаçнă

05 декабря 2012 г.

Нумаях пулмасть район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче вак тата вăтам предпринимательство кунне ирттернĕ. Мероприятие районти уйрăм предпринимательсене тата тĕрлĕ специалистсене йыхравланă. Унта вĕсем хăйсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.

Чи малтанах пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Илдус Миннетуллин саламланă. Ун хыççăн район администрацийĕн экономика, харпăрлăх тата çĕр ыйтăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Светлана Ульдина районти предпринимательствăн аталанăвĕпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, район экономикинче вак тата вăтам предпринимательствăн пайĕ çулсерен пысăкланса пырать. Вĕсем туса кăларакан продукцин калăпăшĕ ÿсет, ĕç вырăнĕсем нумайланаççĕ, бюджета налук шучĕпе укçа-тенкĕ ытларах кĕрет.

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта вак тата вăтам предпринимательствăн 127 субъекчĕ ĕçлет, уйрăм предпринимательсен шучĕ — 619. Вак тата вăтам предпринимательство субъекчĕсенче вăй хуракансен шучĕ 1307 çынпа танлашать. Предпринимательство уйрăмах суту-илÿ тата обществăлла апатлану сферисенче лайăх аталанать. Унсăр пуçне халăха тĕрлĕ пулăшусем сĕнекенсем чылайăн: сехет, атă-пушмак, килте усă курмалли техникăна юсакансем, тум-тир çĕлекенсем тата ыттисем те.

Малалла ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствин предпринимательство тата ремесласен аталанăвĕн уйрăмĕн консультанчĕ Зухра Магомедова республикăри вак тата вăтам предпринимательство субъекчĕсене пулăшу кÿмелли патшалăх программисем çинчен каласа панă. Чăваш Республикинчи вак бизнеса пулăшу паракан агентствăн финанс аналитикĕ Ремис Сайдашев хăйсен организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, кредитовани условийĕсене пăхса тухнă. Республика бизнес-инкубаторĕн экономика тата халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан уйрăмĕн тĕп консультанчĕ Александр Сергеев бизнес-инкубатор сĕнекен пулăшусене тишкернĕ, республикăра предпринимательствăна аталантарасси питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Çавăн пекех налук службин, Пенси фончĕн районти управленийĕн, Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн, пушар хурал службин, Раççей Ял хуçалăх тата Перекет банкĕсен представителĕсем тухса калаçнă, предпринимательсене хумхантаракан ыйтусене тишкернĕ.

Йывăрлăхсене сÿтсе явнă май, пуçтарăннисем хăйсен шухăшĕсене уçăмлатнă, залра тĕрлĕ сĕнÿсем янăранă. Сăмахран, Александр Капитонов уйрăм предприниматель районта предпринимательсен ассоциацине туса хурсан аванрах пулмаллине палăртнă: çакă чылай ыйтăва пĕр-пĕринпе канашласа татса пама май парĕ. Анатолий Никитин вара бизнеса тин ура ярса пусакансем валли районта вĕренÿ курсĕсем ирттерме сĕннĕ.

Малалла пуçтарăннисем Н.М.Соловьевăн фермер хуçалăхне çитсе курнă, çавăн пекех А.Г.Моторин, А.М.Никитин, И.Р.Шакуров уйрăм предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика