01 декабря 2012 г.
Инвалидсем çинчен калаçнă май, паллах, чи малтанах çак ыйтусем кăсăклантараççĕ: пирĕн районта сывлăх енчен хавшакрах пулнипе инвалида тухнисем чылайăн-ши? Камсем вĕсем: хĕрарăмсем е ар çынсем, çамрăксем е ватăсем? Çак ыйтусем çине хурав тупма «Чăваш Республикин медицина тата социаллă экспертизин тĕп бюровĕ» федераллă хысна учрежденийĕн 15-мĕш уйрăмĕн директорĕ В.Васильева пулăшрĕ.
Бюро республикăн кăнтăр районĕсемпе ĕçлет. Çынна сывлăхне кура инвалидность памалла е памалла маррине шăпах кунта татса параççĕ те ĕнтĕ. Валентина Валерьевна пĕлтернĕ тăрăх, 2011 çулта 739 çынна пирвайхи хут инвалидность парас ыйтăва пăхса тухнă, 620-шĕн сывлăхĕ хавшаккине йышăннă. Вĕсенчен ĕçлемелли ÿсĕмри инвалидсен шучĕ — 42,8, пенси ÿсĕмĕнчисен 57,2 процентпа танлашнă. Кăçалтан инвалидсен шутне кĕнĕ çынсен 44,4 проценчĕ — хĕрарăмсем. Инвалидность пирвайхи хут илекенсем хушшинче юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе аптăракансем — чи нумаййисем. Иккĕмĕш вырăнта — усал шыçăпа, виççĕмĕшĕнче — шăмăсен тата мышцăсен чирĕсемпе чирлекенсем.
Тепĕр хут инвалидность илекенсен шучĕ 2011 çулта 996-па танлашнă (2010 çулта — 828, 2009 — 630). Çав шутра ĕçлемелли ÿсĕмрисен шайĕ 57 процентпа, тивĕçлĕ канурисен 43 процентпа танлашать. 3 çулхи кăтартусене тишкерсен çакă паллă: инвалидсем хушшинче ар çынсем ытларах. Ар çынсем чылай чухне ĕçлемелли ÿсĕмрех инвалида тухаççĕ, хĕрарăмсем вара — пенси çулне çитсен çеç. Тепĕр хут инвалидность илекенсем хушшинче те юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе чирлекенсем — пĕрремĕш вырăнта (вĕсенчен ытларахăшĕ — тивĕçлĕ канура). Çавăн пекех шăмăсен тата мышцăсен чирĕсемпе, усал шыçăпа аптăракансем йышлă. Ку ушкăнсенче вăтам ÿсĕмрисем чылайăн.
Çапла вара, инвалидсен шучĕ çулсерен ÿссе пыни паллă. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? Паллах, чирсем аталанасси çине чи малтанах çыннăн пурнăç йĕрки витĕм кÿрет. Сахал хускану туни, тĕрĕс мар апатланни, физкультура хăнăхтарăвĕсене тума ÿркенни, стресс витĕмĕ тата ытти чылай фактор сывлăха хавшатать, чирсене пула çын ĕçлейми пулса çитме пултарать. Çакăнтан упранас тесен сывлăх çинчен паянах шухăшлама пуçласчĕ, ăна çирĕплетме тăрăшасчĕ.
Источник: "Каçал Ен"