АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ун пек маçтăр таврара çук», - теççĕ

01 декабря 2012 г.

«Çын пуласси тихаран паллă», — теççĕ ваттисем. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ çын çитĕнсен çĕр-шыва юрăхлă пуласси паллă. Ун пеккисем пирĕн районта чылайăн. Пурте ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ çеç мар, ыттисене те пулăшма хатĕр вĕсем. Пултаруллă та маттур, пур çĕрте те вăр-вар, хăйĕн ĕçĕнчи чăн-чăн маçтăрсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан Илья Павлович Сизов. Вăл пурнăçри пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе пырса, паян кун-çул уттипе тан утакан çын. Ăна районта, таврара пĕлмен çын çук. Уйрăмах автомашина водителĕсем мухтаççĕ. «Кирек мĕнле кăлтăклă е çĕмĕрĕлнĕ техника илсе килсен те Илья Павлович ăна наччасрах сăлтавне тупса тÿрлетет. Автомашина кĕрле-вĕнченех, шавĕнченех ăçта мĕн ваннине палăртма пултарать. Çакна пурте ун пек пурнăçлаймаççĕ», — терĕç ун пирки водительсем. Шăпах эпĕ ун патĕнче пулнă вăхăтра кунта 4—5 машина килсе чарăннă та. Пурте «тимĕр урхамахĕсене» юсама ыйтаççĕ.

— Илья Павлович, миçе машина килсе ларнă та, вĕсене пурне те пĕр кунтах юсама май çук пулĕ ĕнтĕ? — кăсăкланатăп сăмах пуçарнă май.

— Автомашинăна пăхмасăр нимĕн те калаймастăп. Малтан ăна тĕплĕн тĕрĕслемелле. Тен, сăлтавĕ двигательре е пĕр-пĕр пайĕ юрăхсăра тухнă, е электричество тытăмĕ ĕçлемест.

Çапла пулĕ çав, кашни ĕçĕн хăйĕн майĕ, вăрттăнлăхĕ. Çакна тĕпе хурса тăрăшать вăл.

Предпринимательлĕх йĕркелес текенсен ытларах чухне хăйне шанни вырăнлă. Ĕç-пуçа йĕркелесе яма вăхăт та, опыт та кирлĕ-çке. Çак йывăрлăхран хăраман Илья Павлович. Вăл ĕçе пуçăнас тĕллевпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центра çул тытнă. Бизнес уçас тĕллевлĕ ĕçсĕр çынна паракан 58800 тенкĕ — мĕн шутланине пурнăçлама пулăшакан сумма. Апла пулин те малтанласа ĕç пуçласа яма çăмăлах мар. Лайăх шутлани, укçа-тенкĕпе вырăнлă усă курни пĕлтерĕшлĕ. Ĕç пуçличчен ваттисем: «Çиччĕ виç те пĕрре кас», — тенĕ. Илья Павлович çакна тĕпе хурса ĕçе пуçăннă. Витĕмлĕ пулăшупа усă курса çăмăл машинăсене диагностика тăвакан тата юсакан автомастерской уçнă. Малтан пулнă гаража тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, ăшă янă. Патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕпе оборудовани туяннă. Автомашинăсене юсама пикеннĕ.

Арçын техникăпа тахçантанпах кăсăкланать. Ĕмĕрĕпех водительте тăрăшнăскершĕн çак ĕç пĕрре те ют мар. Халĕ кунта хăтлă та ăшă, ĕçре кирлĕ пур ключ та, отвертка та хăйсен вырăнĕнче, сентресем çинче. Автомашинăсене диагностика витĕр кăларать, мĕн сăлтавпа ĕçлеменнине компьютер тÿрех кăтартса парать. Автомашинăсен электричество тытăмне пăхтарма та килеççĕ иккен кунта. Илья Павлович килнĕ çынна нихăçан та хирĕçлесе каялла çавăрса ямасть. «Нушапа килнĕ çынна яланах пулăшма хатĕр эпĕ. Усă кÿрес килет», — тет вăл.

— Ĕç вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Ăçтан сирĕн ку ăсталăх? — тетĕп унăн ĕçĕпе кăсăкланса.

— Ĕçе чунтан юрататăп темелле пулĕ. Ку туртăм манн ачаранах пырать. Тĕрлĕ техникăпа кăсăкланатăп. Водителе, тракториста вĕреннĕ. Салтакран таврăннăранпах шоферта тăрăшнă, тĕрлĕ автомашинăпа çула тухнă. Вĕсене хамах юсанă. Ăсталăх майĕпен пухăннă, опыт та ÿснĕ. Халĕ те çĕннине пĕлмелли, алла илмелли нумай. Пĕр-пĕр ĕçе пуçăнаканăн вара Турă панă ăсталăх пулмаллах тесе шутлатăп.

— Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас шухăш хăçан çуралчĕ?

— Автомашинăсене юсассипе малтан та кăштах аппаланнă, ытларах хам валли. Юлташсене, тăвансене тÿрлетсе параттăм. Ĕçсĕррисен йышĕнче тăнă май районти ĕçпе тивĕçтерекен центр та çакăн йышши пулăшупа усă курма сĕнчĕ. Хирĕçлемерĕм, савăнтăм çеç. Ку ĕçе пуçăнма тĕв тунă çыншăн пысăк пулăшу. Çапла ĕçе кÿлĕнтĕм те.

— Илья Павлович, хăш чухне пурне те пулăшма вăхăт та çитмест пулĕ. Анчах та эсир обществăллă ĕçре те хастар-çке. Ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăт тупатăр?

— Обществăлла ĕçе хутшăнасси манăн тивĕç тесе шутлатăп. Тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттерни, Афган çĕрĕнче пĕрле çапăçнă туссемпе тĕл пулни, калаçни маншăн питех те пĕлтерĕшлĕ. Вăрçăран таврăнайманнисене те асра тытатпăр, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене манмастпăр. Пурте пĕрле пухăнса канашланине, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнине, спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленине мĕн çиттĕр тата;

— Декабрĕн 3-мĕшне инвалидсен кунĕ тесе палăртнă. Мĕн сĕннĕ пулăттăр Эсир вĕсене?

— Чи малтанах пурне те çак кун ячĕпе чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе саламлас килет. Пурнăçра хăш чух, тен, йывăртарах та пулĕ. Анчах нихăçан та пуçа усмалла мар, шав малалла ăнтăлмалла. Ĕçлеме май килсен тăрăшмалла, пĕлĕве ÿстермелле.

Илья Павлович воин-интернационалистсен районти пĕрлешĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсене татса парас, инвалидсене пулăшас тĕлĕшпе чылай ĕçлет. Нумай-нумай ăмăртăва, акцисене хутшăнать. Акă, паян вĕсем Çĕрпÿ хулинче иртекен спартакиадăра хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ.

Чăннипех те пуçа усмасть Илья Павлович. Ĕçлеме те, канма та вăхăт тупма пĕлет. Мăшăрĕпе, Светлана Степановнăпа, Таня, Вика хĕрĕсемпе канма, сывлăха çирĕплетме тăрăшать. Çакна тума вĕсене 2—3 çулта санаторие кайма ятарлă путевка параççĕ те. Унсăр пуçне, пушă вăхăт тупăнсанах, вăрман хĕрринче пурăннăран-ши, Сизовсем унта васкаççĕ. Çырла, кăмпа пуçтараççĕ. Илья Павлович тус-юлташĕсемпе пулла, сунара çÿреме кăмăллать, хоккейла вылять.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика