АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç малалла пурăнма вăй-хăват парать

01 декабря 2012 г.

«Валя аппа вăл пирĕн наставник, унран эпир тĕслĕх илетпĕр»,— теççĕ Валентина Сумзина çинчен «Хлебозавод» ООО ĕçченĕсем. Килте те пăрчăкан пек вăр-варскер, ĕçре маттурлăхĕпе палăрать.

Валентина Петровна çăкăр пĕçерекен заводра 1977 çултанпа тăрăшать. Кунта вăл Шупашкарти коопераци училищине пĕтерсен ĕçлеме пикеннĕ.

«Çăкăр пахалăхĕ мĕнре-ши?»— кăсăклантăм эпĕ.

— Чылай чухне çăнăх пахалăхĕнчен килет. Ку пĕрремĕш сăлтавĕ. Поставщиксемпе пĕр-пĕрне шанса ĕçлемесен ĕç те малалла каймасть. Иккĕмĕшĕ вара — ĕçе чунтан юратса тунинче,— терĕ В.Сумзина технолог.

Ĕçленĕ вăхăтра куçăмсăр майпа Шупашкарти коопераци техникумне те пĕтернĕ маттур хĕрарăм. Çăкăр пĕçерекенĕн ĕçĕ ĕмĕрех пархатарлă пулнă. Унта тăрăшакан яланах хисепре шутланнă. Валентина Петровна сăпайлăхĕпе, çынна ăнланнипе коллективра кăна мар, кÿршĕ-аршăра та ырă сăмахсене тивĕçнĕ, тивĕçет те.

— Районта пурăнакансем уйрăмах эпир пĕçерекен «Дарницкий» çăкăра кăмăлласа туянаççĕ. 50 ытла тĕрлĕ кукăль, хуплу, пĕремĕк тата ытти те пĕçеретпĕр. Туслă коллективра ĕç те кал-кал пырать,— терĕ Валентина Петровна.

Пĕр вырăнта нумай çул ĕçлекенĕн опыт та хушăнсах пырать, ăсталăх та ÿсет. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна нумай хутчен Хисеп грамотисемпе наградăланă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика