28 ноября 2012 г.
Район хăйĕн çыннисемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Паллă писательсем, журналистсем, спортсменсем, ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, врачсем, учительсем çитĕннĕ çак тăрăхра. Нумайăшĕ, урăх çĕрте тĕпленнĕ пулсан та, тăван ене нихăçан та манмаççĕ, сума сăваççĕ.
Лидия Владимировна Германовăна пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл нумай çул Комсомольски вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене пĕлÿ панă. Тин çеç парта хушшине ларнă шăпăрлансене вулама, çырма вĕрентнĕ. Халĕ унăн вĕренекенĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ. Нумайăшĕ вырăнта ĕçлет. Педагогикăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ вĕренекенĕсемпе çеç мар, ачисемпе, мăнукĕсемпе мăнаçланать. Мухтанма сăлтавĕ те пур. Алеша мăнукĕ, Владимирăн ывăлĕ, пултаруллă спортсмен. Арçын ача мĕн пĕчĕкренех спорт аэробикине кăмăлланă. Çавна пулах ашшĕпе амăшĕ ывăлĕн ăсталăхне ÿстерме Олимп резервĕсен 6-мĕш шкулне вĕренме янă. Пултаруллă çамрăк 2008 çулта спорт аэробики енĕпе юниорсем хушшинче Раççейре мала тухассишĕн Ĕпхÿре иртнĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухать. 2009 çулта Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмест. Çак ăмăртура вăл спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать. Çамрăкăн çитĕнĕвĕсем хăй тăрăшнинчен те, çывăх çыннисем пулăшса пынинчен те нумай килет-çке.
Акă, 2010 çулта Раççей пĕрлештернĕ командипе Родез (Франци) хулинче иртнĕ Тĕнче чемпионатĕнче каччă саккăрмĕш вырăна тухать. Атăлçи федераллă округра СОЛО М номинацире юниорсем хушшинче мала тухассишĕн Ульяновск хулинче иртнĕ ăмăртура та çĕнтерĕве алран вĕçертмен Алеша. Çак çитĕнÿсемпе çеç лăпланса лармасть каччă, шав малалла ăнтăлать. Ăмăртусене хатĕрленет, хăйĕн ăсталăхне ÿстерет. 2011 çулта та вăл Болгаринче Тĕнче кубокĕшĕн кĕрешсе, Румынире Европа чемпионатне хутшăнса кĕмĕл медальсене тивĕçет.
Алексей Германов — спорт аэробики енĕпе Раççей чемпионĕ. Вăл Раççей пĕрлештернĕ командин спортсменĕ. Кăçал та София (Болгари) хулинче иртнĕ Тĕнче чемпионатĕнчен ылтăн медальпе таврăннă.
Вун-вун медале тивĕçнĕ çамрăк малашне те çĕнтерÿсемпе савăнтарасса шанатпăр. Вăл — Чăваш Республикин паллă спортсменĕ. Ăнăçу сунатпăр ăна.
Источник: "Каçал Ен"