28 ноября 2012 г.
Комсомольскинчи «Надежда» суту-илÿ çуртне районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Нумай çул ĕнтĕ вăл тавар туянас текенсене тулли сентресемпе хăйĕн патне илĕртет. Çак кунсенче унăн директорĕ Н.В.Краснова паллă юбилейне уявлать. Унпа тĕл пулса калаçма, бизнесри вăрттăнлăхĕсене тĕпчеме тĕв турăм.
— Надежда Валентиновна, хаçат вулаканĕсене кĕскен хăвăр кун-çулăрпа паллаштарăр-ха. Магазин уçас шухăш хăçан çуралчĕ?
— Эпĕ Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах шкул пĕтернĕ. Коопераци техникумне пĕтернĕ хыççăн райпо тытăмĕнче ĕçлеме пикеннĕ. 8 çул кĕнеке лавккин заведующийĕнче вăй хунă. 1990 çулта икĕ сыпăкри пичче Польшăна тавар туянма пĕрле илсе кайрĕ. Çакăн хыççăн ĕнтĕ предпринимательствăпа интересленме пуçларăм, магазин уçма шут тытрăм. Пасарта чылай вăхăт ĕçлерĕм. Çак ĕç калама çеç çăмăл пек туйăнать, чăннипе вара çĕр çывăрмасăр, канмасăр вăй хума тивет, пасар кахалсем валли мар. 1992 çулта ĕмĕте пурнăçа кĕртсе райпоран киоск туянтăм, хамăн ĕçе хута ятăм. Вăхăт иртнĕçемĕн магазин валли çĕнĕ çурт хăпартрăм. Халĕ ĕнтĕ хамăр районта çеç мар, Елчĕкре, Шупашкарта та пирĕн суту-илÿ точкисем пур.
— Таварсене те хăвăрах турттаратăр-и? Ăçтан пур çĕре те ĕлкĕретĕр?
— Тавар турттарма халĕ те хамах çÿретĕп. Пĕр фирмăпа çеç ĕçлеместпĕр эпир. Акă, сăмахран, ювелир хатĕрĕсене Мускаври 28 заводран илсе килетпĕр. Тум-тире унччен Польшăран турттараттăмччĕ, халĕ — Турцирен. Паянхи кун пахалăхлă, илемлĕ тавар тупасси чылай çăмăлланчĕ. Çакă, паллах, савăнтарать. Унчченсенче вара пĕр канмалли куна та, пĕр уява та килте ирттерме май çукчĕ, яланах çула тухнă, ассортимента пуянлатма васканă. Хальхи вăхăтра манăн пулăшакансем те нумайланчĕç ĕнтĕ. Водитель, бухгалтер, сутуçăсем, заместитель пур, хĕрĕмпе кĕрÿ те пулăшаççĕ.
— Хĕрĕм тенĕрен, бизнесри хĕрарăмсен çемье валли вăхăт юлать-и? Е пурнăçа ĕçрех ирттерме тивет-и?
— Паллах, çемье çине тимлĕх сахалрах лекет. Çапах та килтисем мана яланах ăнланма тăрăшнă. Мăшăрăм ир çĕре кĕчĕ те хĕрĕме пĕчченех ÿстерме тиврĕ. Ун валли нумай вăхăт уйăрма, тен, май килмен те пуль, çапах эпĕ ăна тивĕçлĕ воспитани парса тĕрĕс çул çине тăратнă тесе шутлатăп. Унăн аллинче аслă пĕлÿ илни çинчен калакан икĕ диплом. Вăл пур ĕçе те пултарать, халĕ çемьеленнĕ ĕнтĕ, мана мăнуксемпе савăнтарать.
— Çемьере те, бизнесра та ăнăçлă пулас тесен мĕн кирлĕ? Мĕн сĕннĕ пулăттăр хаçат вулаканĕсене?
— Ăнăçу вăрттăнлăхĕ — ĕçрен хăраманнинче, тĕллевсем патне ăнтăлнинче. Çитĕнÿсем тăвас тесен яланах ĕçлемелле, кахалланса лармалла мар. Бизнесра йăлтах вăхăтра туни хаклă, çавăн пекех Турă пани те кирлĕ, паллах. Предпринимательство туртăмĕ юнра пулмалла, çыннăн вара ăна пĕтсе ларма памалла мар, малалла аталантармалла.
Источник: "Каçал Ен"