28 ноября 2012 г.
Иртнĕ кунсенче Кĕçĕн Çĕрпÿел информаципе культура центрĕнче Амăшĕн кунне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Унта нумай ачаллисене, ача усрава илнисене, ывăлĕсем Афган тата Чечен çĕрĕсем çинче хĕсметре тăнă амăшĕсене чĕнчĕç.
Пуçтарăннисене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Г.Ракчеев тата Кĕçĕн Çĕрпÿел культурăпа кану центрĕн директорĕ С.В.Соколов саламларĕç.
Уява пухăннисем концерт программи кăмăлне кайнине палăртрĕç. Акă, тĕслĕхрен, Р.В. Осипова «Илем» фольклор ушкăнне нумай çул çÿрет. Пилĕк ача ура çине тăратнă хĕрарăм. Вăл — алă ăсти те. Унăн пепкисем — Янăпа Юля та — юрра-ташша ăста.
Культура тытăмĕн ĕçченĕсем Л.П.Дюкинапа М.Ф.Акчурина — тăватшар, И.А.Акчуринапа Г.Н.Лукиянова виçшер ача ÿстернĕ. Лариса Петровна юрра-ташша хăйĕн мăнукĕсене — 4 çулхи Софийăпа виççĕмĕш класра вĕренекен Валерийăна та хăнăхтарать. Мăнукĕсем вара кукамăшĕ пекех маттур çитĕнеççĕ. З.В.Любимовăпа К.Е.Сапожникова та ырă сăмахсене тивĕçнĕ.
Фольклор ушкăнне çÿрекен Анна Зайцева — 5 ача, Антонина Артемьева — 4, Нина Чернова 3 ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ хăйсен мăнукĕсене воспитани пама пулăшаççĕ. Юрă-ташă пурăнма вăй парать, теççĕ.
Ушкăна çÿрекенсенчен чи çамрăкки — Людмила Терентьева. Вăл — икĕ ача амăшĕ. Мĕн пĕчĕкренех юрра-ташша ăстаскер, хăйĕн ачисене юрлама тата ташлама хăнăхтарать.
Источник: "Каçал Ен"