АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре федераллă программăсене аван пурнăçлаççĕ

28 ноября 2012 г.

Нумаях пулмасть Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Россия Федерацийĕн регионаллă аталану министрĕпе Игорь Слюняевпа тĕл пулнă. Вĕсем республика территорийĕнче федераллă программăсене пурнăçа кĕртессине, кил-çурт строительствине пулăшу парассине, Шупашкар 550 çул тултарнине, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлассине сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикинче эконом-класлă çурт-йĕр строительствине пулăшма норматив акчĕсем йышăннă ĕнтĕ. Муниципаллă тата патшалăх харпăрлăхĕнчи çĕрсен резервне йĕркелеççĕ. Çак çĕр участокĕсене сахал бюджетлă çуртсем хăпартма парĕç. Ку мерăсем пурăнмалли кашни тăваткал метрăн хакне чылай чакарма май парĕç. Строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăхăн федераллă агентствине çакăн евĕр çуртсем хăпартма 3 проект ярса панă та. Асăннă проектсем 101,5 пин тăваткал метр эконом-класлă çурт-йĕре хута яма, 1850 çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пулăшĕç.

Игорь Слюняев Чăваш Ен сахал бюджетлă тата сахал хутлă çуртсен строительствинче «пилотлă» регионсен шутне кĕрессе шаннине пытарман. Вăл пирĕн республикăра план системи лайăх ĕçленине çирĕплетнĕ, кашни ял, хула поселенийĕн генераллă аталану планĕ пуррине ырланă.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем парассине, тăлăх ачасене тата Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессине вăл пысăка хурса хакланă, çак ĕçсенче пулăшма шантарнă. «Чăваш Ен — федерацин тĕслĕхлĕ субъекчĕ. Вăл федераллă программăсене пурнăçа кĕртессине хастар хутшăнать, аван кăтартусем тăвать», — уçнă шухăшне министр.

Республика тата федераллă влаç органĕсен çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сферинчи ĕçĕсене те Игорь Слюняев çÿллĕ шайра хакланă. Вăл пирĕн республикăра хутмалли сезона лайăх хатĕрленнине, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлемелли тарифсене ытлашши ÿстерменнине, субсидисене вăхăтра панине ырланă.

Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти хытă каяш полигонне тума укçа-тенкĕ уйăрма йышăннăшăн министра тав тунă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика