28 ноября 2012 г.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнчен декабрĕн 17-мĕшĕччен «Çĕр тата çынсем» музейре Александровка ял поселенийĕнче пурăнакан ал ăстисен куравĕ ĕçлет. Унта пурĕ 12 ăстан ĕçĕсемпе паллашма май пур.
Акă, Кивĕ Сĕнтĕрте пурăнакан И.И.Силеменкина тĕрлеме, вĕтĕ шăрçаран илемлĕ япаласем тума, çыхма юратать. В.И.Безрукинапа Л.А.Седлов йывăçран тĕрлĕ япала касса хатĕрленĕ. Р.И. Вершкова çыхма кăмăллать, Т.Д.Сорокина ÿкерме юратать. Т.А. Ишмуратован ĕçĕсем вара тĕрлĕ енлĕ. Вăл ăшă алса-чăлха, минтерсем, вырăн çи виттисем тата ыттине тĕрлеме те ăста.
Н.Н.Зайцева чĕнтĕр йĕппипе çыхнă япаласем тăратнă. А.А.Зайцева куравра ÿкерчĕксемпе савăнтарĕ. Р.Г.Филиппова тĕрленĕ япаласем те хăйне евĕр илемлĕ.
А.А.Трофимован оригами мелĕпе тунă япалисем вара куçа илĕртмеллипех илĕртеççĕ. Инна Шамбина Шупашкарти художество училищинче вĕренет. Вăл курава ÿкерчĕксем тăратнă.
Источник: "Каçал Ен"