АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2013 çул бюджетне йышăнчĕç

28 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Комсомольски районĕн депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ — Пуху председателĕ Евгений Карпеев ертсе пычĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ виçĕ ыйтуран чи пĕлтерĕшли, паллах, 2013 çул валли тата 2014—2015 çулсене район бюджетне çирĕплетесси. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов малтанах Комсомольски районĕн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли 2013 çулхи плана Çĕнĕ Сĕнтĕрти шкул çуртне кĕртес ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Депутатсем ку сĕнÿпе килĕшсе сасăларĕç. Çавăн пекех Евгений Иванович районăн килес çулхи бюджечĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Унăн тупăш виçи 321 миллион ытла тенкĕпе танлашмалла. Тăкак пайĕ вара кăштах пысăкрах. Паллах, çулталăк хушшинче бюджета пĕрре кăна мар пăхса тухса улшăнусемпе хушусем кĕртĕç-ха. Кашни отрасле, сферăна мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрассине те палăртрĕ финанс пайĕн начальникĕ. Ыйтăва сÿтсе явма райадминистраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертÿçи Илдус Миннетуллин, «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов хутшăнчĕç.

«Районти предприятисемпе организацисем пурте бюджет тăвакансем шутланаççĕ пулин те, хăш-пĕрисем, налук сахалрах тÿлес тесе, хăйсен тупăшне, ĕçченсен шалăвне пĕчĕклетсе кăтартаççĕ. Çавна пула бюджетăн налуксенчен пуçтарăнакан тупăшĕ сахалланать. Эппин, кунашкал тĕслĕхсене пĕтерес тесе çине тăрса ĕçлемелле», — терĕ район пуçлăхĕ — депутатсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Карпеев.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика