АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕмĕш тапхăрĕ пурнăçа кĕрет

28 ноября 2012 г.

Чăваш Республикинче патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе кÿрес ĕçĕн виççĕмĕш тапхăрне пурнăçа кĕртме пуçланă.

Малтанхи икĕ тапхăр патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне пулăшу тĕсĕсем пирки калакан информацие тата вĕсемпе усă курма кирлĕ пулакан документсен бланкĕсен шаблонĕсене вырнаçтарассипе çыхăннăччĕ. Виççĕмĕш тапхăрĕ вара çынсене документсене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электрон мелĕпе тăратма май парать.

Паянхи кун патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсен 19 тĕсĕпе электрон мелпе усă курма пулать.

Юлашки кăтартусем тăрăх — Раççей Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче Чăваш Енри 10 пин ытла çын регистрациленнĕ. Вĕсем федераци пулăшăвĕсемпе 26 пин хут, регион шайĕнчисемпе вара 611 хут усă курнă.

Чăваш Енре пурăнакансем асăннă портал урлă ытларах Россия Федерацийĕн гражданинĕн тата ют çĕр-шыв паспорчĕсене, водитель удостоверенине хатĕрлесшĕн, Раççей Пенси фондĕнчен хыпарсем илесшĕн, штрафсем, налук тĕлĕшпе парăмсем çуккине тĕрĕслесшĕн тата ытти те. Юлашкинчен асăннисене 2012 çулхи пуш уйăхĕнчен электрон мелпе кÿме пуçланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика