АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сертификат парса чысларĕç

28 ноября 2012 г.

Иртнĕ эрнере РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче Анне кунне халалласа, вĕсене сума суса савăнăçлă лару-тăрура амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пачĕç. Пухăннисемшĕн ку чăн-чăн уяв пулчĕ. Вĕсене малтан Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.В.Горбунов, район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин саламларĕç. «Çут тĕнче, пурнăç парнелекенĕ эсĕ — хĕрарăм. Телейлĕ çемьере çеç маттур, пуян чун-чĕреллĕ ача çитĕнме пултарать. Сирĕн кил-çуртра яланах тăнăçлăх, юрату хуçаланччăр. Çĕр-шыва юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтерме сывлăх тата юрату сунатăп сире», — терĕ Илдус Хадзятович. Çак кун Тукай Мишер вăтам шкулĕн учительне Г.Г.Багаутдиновăна, районти вĕренÿ пайĕн бухгалтерне Л.М.Гайнутдиновăна, «Тан» ял хуçалăх потребительсен кооперативĕн бухгалтерне Д.Р.Ялюковăна, пенси фончĕн специалистне Т.Н.Тарасовăна иккĕмĕш пепкешĕн амăшĕн капиталĕн сертификатне парса чысларĕç. Ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакансен мăшăрĕсене те саламламасăр хăвармарĕç. Сăмахран, Ф.Ф.Миназетдинова (Чĕчкен), З.Н.Андреева (Тури Тимĕрчкасси) сертификатлă пулчĕç. Районти организацисемпе предприятисенче тăрăшакансене ĕçтешĕсем те саламларĕç.

Уяв, паллах, юрă-ташăсăр мар. «Пилеш» ача сачĕн шăпăрланĕсем нумай юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Анне çинчен сăвă каларĕç, епле маттуррине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Кунта ача сачĕн заведующийĕн В.А. Герасимован, Г.А. Иванова воспитателĕн, Н.В.Ковшова музыкантăн тÿпи уйрăмах пысăк. Тăтăшах пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн вĕсене Пенси фончĕн управленийĕн Тав хутне парса чысларĕç. Ачасене ушкăнра выляма теттесем парнелерĕç. Районти «Хлебозавод» ОООн пылак продукцийĕсемпе пухăннисене хăналарĕç.

Палăртмалла: кăçал 1054 хĕрарăма амăшĕн капиталĕн сертификатне панă. Вĕсенчен 463 çемье унпа усă курса ипотека кредитне тÿлесе татма янă. Çакна тума пурĕ 150 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă. Виçĕ çемье ачисене вĕрентнĕшĕн тÿлесшĕн. Вĕсене 85 пин тенкĕ уйăрса пама палăртнă. Аса илтеретпĕр, кăçал амăшĕн капиталĕн виçи 387 пин те 640 тенкĕ те 30 пуспа танлашать. 2013 çултан — 408 пин те 90 тенкĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика