24 ноября 2012 г.
Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра «Çамрăксем — сывă пурнăç йĕркишĕн» акципе килĕшÿллĕн «Допингсăр та пурнăç илемлĕ» ятлă мероприяти иртрĕ. Унта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Библиотекăн вулав залĕнче В.Г.Боровковăпа Р.А.Сереброва библиотекарьсем ачасемпе дискусси ирттерчĕç, сывлăхшăн сиенлĕ япаласем çинчен калаçрĕç.
Çак мероприятие районти тĕп больницăн врач-наркологне Л.И.Ярышевăна та чĕннĕ. Вăл ачасене наркотиксен сиенĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, мĕнле майпа вĕсене тутанса пăхас туйăм çуралнине, мĕншĕн ачасем çак сиенлĕ йăлапа хăвăрт туслашнине ăнлантарчĕ. Библиотекăра мероприятие халалласа «Умей сказать дурману нет» кĕнеке выставки хатĕрленĕ. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен мĕн тумалла-ха; Спортпа туслашмалла. Библиотекăра хатĕрленĕ «Семь нот здоровья» выставка ачасене спортпа туслашма сĕнет. Çавăн пекех вĕренекенсем «Право на жизнь» видеороликăн хăш-пĕр сыпăкĕсене пăхрĕç. Библиотека ĕçченĕсем ачасене «Мы против наркотиков» буклет парнелерĕç.
Источник: "Каçал Ен"