24 ноября 2012 г.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче ачасене усрава илнĕ çемьесенчи аннесене халалласа пысăк мероприяти иртрĕ. Ăна район администрацийĕн опекăпа попечительство пайĕн ĕçченĕсем Татьяна Галзановăпа Зульфия Низамова йĕркелесе ертсе пычĕç. Сăмах май, паянхи кун район территорийĕнче 12 çемьере усрава илнĕ 19 ача ÿсет.
Чи малтанах пухăннисене саламласа район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов сăмах каларĕ. «Ачасен аталанăвĕ вăл — анне хăватĕнче, чăтăмлăхĕнче, çирĕплĕхĕнче, ĕçченлĕхĕнче», — терĕ Николай Аркадьевич çывхарса килекен Аннесен кунĕ ячĕпе саламласа. Çавăн пекех вăл çитес кунсенче Комсомольскинче 145 вырăнлă ача сачĕн тепĕр çуртне тума пикенесси çинчен те пĕлтерчĕ. Ун хыççăн вара вăл ачасене сывă ÿстерессишĕн, тĕрĕс воспитани парасcишĕн уйрăмах ырми-канми тăрăшакансене Тав хучĕсем парса чысларĕ. Вĕсем: Любовь Витальевна Муравьева, Александра Марковна Крысова, Людмила Григорьевна Васильева, Евгений Никитович Петров, Раиса Васильевна Осипова, Райханя Шейхетдиновна Хамдеева, Минсевде Мухаметшиновна Садрукова, Галина Петровна Алексеева, Надежда Юрьевна Григорьева, Галина Сергеевна Макарова, Вера Семеновна Миронова.
Уяв ячĕпе районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Валентина Курицына та ăшă сăмахсем каларĕ. «Эсир, çемьене ачасене усрава илсе хăвăр чун ăшшине паракансем, темиçе хутчен те тава тивĕç. Тем те тÿсме хатĕр-çке эсир хăвăр тĕпренчĕкĕрсемшĕн», — терĕ Валентина Николаевна.
Конкурс умĕн сцена çинче «Пилеш» ача сачĕн шăпăрла-нĕсем тата район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ĕçченĕ Ольга Владимирова юрă-ташăпа залра ларакансен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Уйрăмах куракансем ачасен «Пĕлĕт» ташши хыççăн нумайччен алă çупса тав турĕç.
Пухăннисене Кристина Муравьева хĕвел тухăç ташшипе, Мария, Валерия тата Стас Мословсем «Маленькие гномики» юррипе, Витя Владимиров сăвăпа, Юлианăпа Яна Лаврентьевăсем такмаксемпе тата ыттисем те савăк кăмăл парнелерĕç. Анисия Владимирова ĕлĕкхи-авалхи тăлăх хĕр ача юррине юрланă хыççăн залра ларакансен чылайăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Саша Константинов «Шăпчăк» юрра шăрантарни те залрисене килĕшрĕ.
Уявра Клепăпа (Ольга Карсакова) Шлепа (Алевтина Трофимова) ачасемпе чылай конкурс ирттерчĕç, парнесем пачĕç. Ăмăртусенче уйрăмах Витя Владимиров нумай балл пуçтарчĕ. Вăл хуравсене ыттисенчен маларах та туллирех пачĕ.
Пухăннисене мультимедийлă презентаципе ачасене усрава илнĕ çемьесемпе паллаштарни те илем кÿчĕ.
Юлашкинчен опекăпа попечительство пайĕн ĕçченĕсем мероприятие килнĕ кашни ачана тата вĕсен амăшĕсене, асламăшĕсене, кукамăшĕсене парнесемпе чысларĕç.
Уяв ачасемпе амăшĕсем пĕрле пуçтарăнса сĕтел хушшине ларса чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
— Ачасене усрава илме кăмăл тăвакан тата 3 çемье çак кунсенче заявленипе килчĕ,— терĕ Татьяна Николаевна уяв хыççăн.
Источник: "Каçал Ен"