АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç - тымарĕпе, çемье ачасемпе çирĕп

24 ноября 2012 г.

Мĕн тери тĕлĕнмелле, маттур, пултаруллă хĕрарăмсем пур пирĕн хушăра. Вĕсем ачисемшĕн, тĕпренчĕкĕсемшĕн вутта кĕме те, шыва сикме те хатĕр. Çемье телейĕ, тăнăçлăхĕ те хĕрарăмран нумай килет мар-и вара? Çапла, анне, асанне, кукамай пур енлĕ хастар та вашават пулмалла. Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри — Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Валентина Васильевна Кокорева. Вăл çак тăрăхрах çуралнă, çакăнтах çемье çавăрса тĕпленнĕ. Валентина Васильевна нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Шел те, ашшĕ ачисемпе савăнайман, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Ольга Дмитриевна Краснова, икĕ ывăлĕпе тăватă хĕрне пĕчченех ура çине тăратнă. Пурте çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшнă. Кашниех пĕлÿ илнĕ, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Паян та вăл, 88 çула çитнине пăхмасăрах, маттур çÿрет. Ывăл-хĕрĕсемпе, мăнукĕсемпе, мăнмăнукĕсемпе чунтан савăнать. Ватă пулсан та вĕсене пулăшас тесе тăрăшать Ольга Дмитриевна. «Анне чĕри вăл çапла ĕнтĕ, канăçне çухатсах ачисемшĕн çунать», — тет хĕрарăм амăшне мухтаса.

Валентина Васильевна Кĕçĕн Каçал каччипе Василий Васильевич Кокоревпа çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухса кирпĕч çурт лартнă. Çăмăл пулман вĕсене, анчах та Кокоревсем йывăрлăхсене çĕнтерсе шав малалла ăнтăлнă. Валя аппа Канашри финанс техникумне пĕтернĕ хыççăн районти «Росгосстрах» компанинче вăй хунă. Валентина Васильевна — ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ çын. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕскер, тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă унта.

Ĕçри тăрăшулăхшăн, хастарлăхшăн Валентина Васильевна нумай-нумай тав сăмахне, хисеп хутне, парнесене тивĕçнĕ. Вăл — страхлакан компанин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хăй ĕçленĕ вăхăтра нумай çамрăк специалиста пулăшнă, сĕнÿ-канаш панă. Ахальтен мар пурте ун пек пулма ĕмĕтленнĕ. Мăшăрĕ салтакран таврăнсанах сельхозтехникăна инженера ĕçлеме вырнаçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшнă арçын.

Шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнакан çемьере чи малтанах хĕр, Марина çуралнă. Ун хыççăнах Саша, Андрей, Володя, Света кун çути курнă. Сăмах май каласан, Василий Васильевич та нумай ачаллă çемьерен, вĕсем çиччĕн пĕр тăван. «Мĕн ĕлĕкех ачасем — пуянлăх тетчĕç. Эпир чăннипех те пуян çынсем. Кил-çуртра ача-пăча сасси пулсан пурăнас, савăнас, юрлас килет. Эх, пурте пĕрле пуçтарăнса кĕрекене ларсан еплерех чун савăнать. Акă вăл чăн-чăн телей, пуянлăх», — тет Василий Васильевич хĕпĕртенине пытармасăр. Кокоревсем хĕрĕсемпе, ывăлĕсемпе, мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Вĕсем — пурнăç тĕревĕ, йăх-тĕпе тăсаканĕсем. «Мăнуксем тата та «тутлăрах». Акă, Илона ытларах хамăр патăрта. Пĕчĕкскер чĕвĕл-чĕвĕл сассипе илĕртет пире. Выляма та, вулама та, уçăлма та ĕлкĕрмелле унпа. Вăл кунта чухне пÿрт тулли, тунсăхлама та вăхăт çук», — тет Валентина Васильевна.

Кокоревсем тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармаççĕ. Валентина Васильевна тĕрлеме кăмăллать, алсиш-нуски çыхать. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ, çуллахи вăхăтра тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Пур ĕçе те вĕсем пĕрле пурнăçлаççĕ. Май тупăнсанах ачисем патне кайса килеççĕ. Пурте тăван тăрăхрах тĕпленнĕ, Володя ывăлĕ çеç çемйипе Шупашкарта пурăнать. Хĕрĕсемпе ывăлĕсем те тăван киле манмаççĕ, кăшт вăхăт тупăнсанах унта васкаççĕ. Ашшĕ-амăшне пулăшмалла-и, пĕр-пĕр ĕç пурнăçламалла-и, кĕрекене лармалла-и — пурте тăван киле пуçтарăнаççĕ.

«Анне пирĕншĕн чи хаклă çын вăл. Пире илемлĕ тĕнче курма пурнăç панă эсĕ. Тавах сана пуриншĕн те. Ĕмĕр-ĕмĕр пурăн эс пире савăнтарса», — теççĕ хĕрĕсемпе ывăлĕсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика