АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăшăрхантаракан ыйтусем тавра калаçрĕç

24 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче пирĕн района черетлĕ информаци кунне тĕп хуламăртан делегаци килсе çитрĕ. Малтанах пуçтарăннисем район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан И.Х.Миннетуллинăн ĕç пÿлĕмĕнче информкунăн темисене сÿтсе яврĕç, унтан ушкăнсене пайланса тĕрлĕ çĕре саланчĕç. Тĕп вырăнта çак ыйтусем пулчĕç: районăн кăçалхи социаллă тата экономикăлла аталанăвне пĕтĕмлетесси; Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 100 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвасси çинчен кăларнă Хушăвĕпе халăха паллаштарасси; пирус туртассине хирĕç кĕрешессине сÿтсе явасси.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Ильдус Миннетуллин «Слава картофелю» агрофирмăна çитсе курчĕç, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. «Слава картофелю» — районти чи ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Кăçал та агрофирма ĕçченĕсем çĕр улми тухăçлă туса илсе республикăра мала тухнă, пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Вĕсем тунă çитĕнĕвĕсемпе чарăнмаççĕ, çĕнĕ сортсемпе ĕçлесе «иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçне тата та пысăклатассишĕн вăй хураççĕ. Агрофирмăра ĕçлекенсем информушкăнăн членĕсемпе пĕрле çÿлерех асăннă темăсене сÿтсе яврĕç, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хурав шырарĕç. Вĕсене ытларах çитес çулхи патшалăх пулăшăвĕн виçи интереслентерни палăрчĕ. Тĕлĕнмелли çук, ял хуçалăх ĕçченĕшĕн патшалăх пулăшăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн хуçалăхсене йывăр килнĕ пулĕччĕ. «Çак агрофирмăна килсе курма тахçанах ĕмĕтленеттĕм, тинех ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм. Эсир çĕр ĕçĕнче тăрăшуллă пулни, çĕнĕ технологисемпе ăнăçлă усă курни, малашлăха оптимизмпа пăхни сисĕнет. Çитĕнÿсем сунатăп сире», — пĕлтерчĕ Николай Якимов хăйĕн шухăшне.

«Патшалăх регистрацийĕн, кадастрăн тата картографин Федераллă службин Федераллă кадастр палати» ФПБУн Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Игорь Татур тата районти БТИ начальникĕ Небиулла Минуллин Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсемпе тата БТИ коллективĕпе тĕл пулчĕç, информкунăн темисене сÿтсе яврĕç. РФ Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Евгений Моисеев тата РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн штаб начальникĕ Игорь Козлов Аслă Çĕрпÿел ял поселенине çитсе халăхпа тĕл пулу ирттерчĕç. Информкунăн пĕтĕмлетĕвĕсене район администрацийĕн çуртĕнче турĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика