21 ноября 2012 г.
Чăваш Республикин Пурлăх министерствин специалисчĕсем тата Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тĕрĕслев ирттернĕ. Специалистсем учрежденире патшалăх пурлăхĕпе мĕнле усă курнине, ăна мĕнле упранине тĕрĕсленĕ.
ЧР ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ĕçченĕсем çак ыйтусем çинче уйрăмах чарăнса тăнă:
— Россия Федерацийĕн тата Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă саккунĕсене мĕнле пурнăçлани тата тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ĕçпе тивĕçтересси çине уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курни;
— ĕçпе тивĕçтерессинчи патшалăх çăмăллăхĕсене парассипе çыхăннă административлă регламентсен требованийĕсене пăхăнни;
— ĕçлемен инвалидсене патшалăх гарантийĕсемпе тивĕçтерни;
— палăртнă квотăсем тăрăх инвалидсене ĕçе вырнаçтарни;
— халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçне мĕнле йĕркелени;
— ĕçсĕррисемпе ĕçпе тивĕçтерекенсем хушшинче видео-чат функцийĕллĕ собеседовани (скайп урлă) ирттерессине йĕркелени.
Источник: "Каçал Ен"