АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи нумай çырăнтаракан

21 ноября 2012 г.

Хаçат хăйĕн вулаканĕсем патне çитесси, вĕсене вăхăтра çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарасси почтальонран нумай килет. Почтальон хаçатпа вулакансене çыхăнтаракан хăйне евĕр звено пулса тăрать. Комсомольскинчи почта уйрăмĕнче вăй хуракан Марина Чернова (сăн ÿкерчĕкре) çакна лайăх ăнланать, çавăнпа та ĕнтĕ хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать. Кунсерен унăн хаçат-журнал тултарнă сумккине çакса нумай çухрăма утма тивет. Ара, кашни киле-çурта çитмелле-çке-ха, хыпарсемпе паллаштарса ĕлкĕрмелле.

Нумаях пулмасть районта çырăнтару вунă кунлăхĕ иртрĕ. Çак тапхăрта пичет материалĕсене йÿнĕрех хакпа çырăнма май пулчĕ. Марина Геннадьевна вунă кунлăх хушшинче халăха чи нумай хаçат-журнал çырăнтарма пултарчĕ. Çакăншăн вăл парнене тивĕçрĕ.

«Мĕн чухлĕ хаçат çырăнтарасси почтальонран хăйĕнчен килет. Марина Геннадьевна пирки вара ырăпа çеç асăнмалла. Кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пĕлет вăл. Пуринпе те ăшшăн, кăмăллăн калаçнăшăн ĕнтĕ хисеплеççĕ ăна ял çыннисем», — тет ун çинчен почта уйрăмĕн начальникĕ Маргарита Индюкова.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика