АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ

21 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Раççейри налук службине туса хунăранпа 22 çул çитет. Ăна пирĕн районти 2-мĕш №-лĕ налук инспекцийĕн ĕçченĕсем те паллă тăваççĕ.

Районсем хушшинчи инспекцие тăватă çул ытла ĕнтĕ Вячеслав Александрович Антонов ертсе пырать. Уяв умĕн вĕсем чăннипех те хăйсен кăтартăвĕсемпе мухтанма пултараççĕ.

Пирĕн районта налук пухас енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши?

Çак ыйтăва В.Антонов уçăмлатрĕ.

— Кăçалхи 10 уйăха пысăк çитĕнÿсемпе вĕçлерĕмĕр. Районсем хушшинчи 2-мĕш №-лĕ налук инспекцийĕн службинче тăрăшакансем кăçал январь— ноябрь уйăхĕсенче федераллă бюджета 10,5 млн, республика бюджетне 36 млн тенкĕ укçа шыраса илсе хывнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтартусемпе танлаштарсан самаях аван. Ку вăл çанă тавăрса ĕçлемесĕр пулманни каламасăрах паллă ĕнтĕ.

Налукçăсем (Комсомольски районĕпе) вырăнти бюджета 2011 çулхи 10 уйăхра 53 пин тенкĕ укçа шыраса илсе хывнă пулсан, кăçал вара — 64 пин тенке яхăн. Çавăн пекех патшалăх пошлини, çĕр налукĕ тата ыттисем те чылаях ÿснĕ.

Сăмах май, районти организацисен, предприятисен ертÿçисен право ăнланулăхĕ çÿлти шайрине те палăртмалла.

— Налука вăхăтра тÿлеменнисем районта нумайăн-и?

— Организацисемпе предприятисем çукпа пĕрех тесен те тĕрĕс пулĕ. Уйрăм çынсем вăхăтра тÿлемесен пăхса тухма суда яратпăр. Парăмçăран вара патшалăх пошлинине те, исполнительлĕ сбор тÿлевне те (суд приставĕсем патне ярса парсан) шыраса илме тивет. Çавăнпа та налука вăхăтра тÿленинчен ырри çук.

— Вячеслав Александрович, Сирĕнпе тĕл пулнă май, редакцие килнĕ икĕ ыйту çине хуравламăр-ши: транспорт налукĕн виçине мĕнрен палăртаççĕ; Çĕр участокĕсене пайăр сăпатсем еткере (в наследство) илсе юлнă пулсан налук виçине палăртнă чух уйрăмлăхсем пур-и?

— Налук сумми транспорта хăçан регистрацие тăратнă е унтан кăларнă кунран килет. Регистраци кунне тулли уйăх шутне кĕртеççĕ.

Транспорта регистрацилекен орган сведенисене 10 кунра вырăнти налук инспекцине пĕлтерет. Унсăр пуçне, çулсерен февралĕн 1-мĕшĕччен сведенисене çĕнетсе тăрать.

Еткере юлнă пурлăх çын вилнĕ кунран еткерçĕсем (наследники) çинче шутланать. Налук суммине РФ Налук кодексне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен нормăпа право акчĕсене пăхăнса палăртаççĕ. Вилнĕ çынран юлакан, унăн тăванĕсене е çывăх çыннисене куçакан пурлăхăн налук виçине уйăх пуçламăшĕнчен пăхаççĕ.

— Ĕçтешĕрсенчен тăрăшулăхпа камсене палăртнă пулăттăр?

— Пĕрле ĕçлекенсене пурне те ырăпа кăна калатăп. Вĕсем тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.

Паянхи кун районсем хушшинчи 2-мĕш №-лĕ налук инспекцийĕн службинче штатра 61-ĕн тăраççĕ, 6 пай. 2013 çулта ĕç вырăнĕсене чакармалли çинчен йышăну пур: 11 ĕçтешпе сыв пуллашма тивет. Шел пулин те, юлашки 4 çулта виççĕмĕш хутчен налук службин тытăмĕнче ĕç вырăнĕсене чакараççĕ.

— Вячеслав Александрович, асăннă пайсенчен хăшне чи лайăххисен шутне кĕртетĕр?

— Камераллă тĕрĕслевсен пайне. Ăна Татьяна Кузьмина ертсе пырать. Вăл, ĕçне чунтан парăннăскер, вăр-вар та пултаруллă, паха пĕлÿллĕ специалист. Яланах çынсемпе шăкăл-шăкăл калаçать, ахальтен мар ĕнтĕ вăл коллективра хисепе тивĕçнĕ.

— Калаçушăн тавтапуç. Уяв ячĕпе кăмăлтан саламлатпăр, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика